2026-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Илья Николаевич Ульянов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш чӗлхипе тата литературипе пĕтĕм тӗнче шайӗнчи олимпиада иртрӗ. Асӑннӑ олимпиадӑна чӑваш чӗлхине юратакан вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Олимпиада икӗ направленипе иртрӗ: «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» тата «Чӑваш чӗлхи илемӗ». Раҫҫей Федерацин Геройӗ Н.А.Петров ячӗллӗ Елчӗкри вӑтам шкултан олимпиадӑна 11 класс вӗренекенӗ Юлия Агеева (ертӳҫи –Г.В.Каринкина) тивӗҫлӗ пулчӗ. Юля 2025-2026 вӗренӳ ҫулӗнче иртнӗ регионсен шайӗнчи олимпиадӑра призерсен йышне лекме пултарнӑ.
Тӗнче шайӗнчи олимпиадӑна пурӗ 43 вӗренекен
хутшӑнчӗ. Вӗсенчен 17–шӗ призерсемпе ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ. Раҫҫей Федерацин
Геройӗ Н.А.Петров ячӗллӗ Елчӗкри вӑтам шкулта вӗренекен Юлия Агеева вара
ҫӗнтерӳҫӗ пулма пултарчӗ. Саламлатпӑр Юльӑпа унӑн ертӳҫине. Малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.