Çеçпĕл… Çак
ултă сас паллирен тăракан сăмах пĕлтерĕшĕ пирĕн ăнланура пысăкланнăçемĕн
пысăкланса, çирĕпленнĕçемĕн çирĕпленсе пырать. Кăвар чĕреллĕ сăвăç, кĕрешӳçĕ,
поэзи никĕсне хываканĕ, чăваш халăхĕн мухтавлă та пултаруллă ывăлĕ тетпĕр Çеçпĕл
Мишши çинчен.
2024 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче пирĕн чаплă
поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125
çул çитнине паллă тăватпăр эпир. Тăван чĕлхене юратакан, ăна упрама тăрăшакан
поэт хитре те янăравлă сăвăсем çырнă, чăваш поэзине çĕнĕ çул кăтартса пынă.
Чĕлхере халăхăн çивĕч ăсне курнă Çеçпĕл Мишши.
Çеçпĕл Мишши – пултаруллă та чаплă сăвăç. Вăл пурнăçра та, литературăра та хăйне шеллемесĕр кĕрешнĕ, çавăнпа та пирĕн унăн ятне нихăçан та асран кăлармалла мар, çӳлти шайра тытса упрамалла. Çакна тĕпе хурса чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Елчĕк шкулĕнче Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх йĕркеленĕ «Асран кайми поэтăмăр» викторина иртрĕ. Асăннă викторинăна 5-8 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Викторина пĕтĕмлетĕвне поэт çуралнă кун – чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче тăвĕç. Чи пултаруллисене Хисеп хучĕсем парса хавхалантарĕç.