«Вут чĕреллĕ поэт» сăвă конкурсĕ

«Вут чĕреллĕ поэт» сăвă конкурсĕ

     Чăваш чĕлхи ăсти! Кăварлă 

    Чĕрӳ сан сисĕ чĕннине.

    Шанатăп.Ĕмĕте усратăп:

    Эс килĕн. Килĕн тĕнчене!

Паянхи чăваш ачисем Ҫеҫпĕл ĕмĕтленнине, шухăшланине пурнăҫлаҫҫĕ теме пулать, мĕншĕн тесен халĕ ачасем чăваш чĕлхине юратса вĕренеҫҫĕ,чăваш кĕнекисене вулаҫҫĕ, радиопа та, сенкер экран ҫинче те чăвашла передачăсем итлеҫҫĕ, кураҫҫĕ. Вĕренекенсем сăвăсем, калавсем хайлаҫҫĕ, вĕсене  «Тантăш», «Ҫилҫунат» тата ытти хаҫат-журналта пичетлеҫҫĕ. Ачасен пултарулăхне палăртакан тĕрлĕрен конкурс, фестиваль, уяв ирттереҫҫĕ. Чăваш поэзийĕнче ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ «ҫеҫпĕлҫĕсем» хăйсен сассине параҫҫĕ.

      Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем те юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Ҫеҫпĕл Мишшие халалласа ирттернĕ  «Вут чĕреллĕ поэт» сăвă конкурсне хутшăнчĕҫ. Поэтăн «Хурҫă шанчăк», «Чăваш арăмне», «Иртнĕ самана», «Чăваш чĕлхи» сăввисене чуна тыткăнламалла вуларĕҫ. Ҫеҫпĕл Мишши хăйĕн сăввисенче чăвашсене питĕ кирлĕ, ҫивĕч ыйтусем хускатнă, тăван халăха тĕттĕмлĕхрен кăларса хастарлă та хăюллă пулма йыхăрнă. Унăн хастар чĕри яланах ырришĕн, пулассишĕн, телейлĕ те ирĕклĕ, ҫителĕклĕ пурнăҫшăн ҫуннă. Ҫавăнпа та паянхи вĕренекенсене унăн кашни сăвви чуна тыткăнлать, вăй-хăват, кĕрешӳ туйăмĕ парса тăрать.


https://vk.com/id139006076