Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн 6 «К» класӗнче «Ҫемье – пурнӑҫ тыткӑчи, ӑраскалӑн управҫи» ятпа класс сехечӗ иртрӗ

Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан  вӑтам шкулӑн  6 «К» класӗнче  «Ҫемье – пурнӑҫ тыткӑчи, ӑраскалӑн управҫи» ятпа класс сехечӗ иртрӗ

   Раҫҫей Президенчӗн 2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тухнӑ 875-мӗш Указӗпе килӗшӳллӗн 2024 ҫула Раҫҫейре Ҫемье ҫулталӑкӗ тума йышӑннӑ. Ҫакна тӗпе хурса нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче    Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан  вӑтам шкулӑн  6 «К» класӗнче  «Ҫемье – пурнӑҫ тыткӑчи, ӑраскалӑн управҫи» ятпа класс сехечӗ иртрӗ.  Вӗренекенсем чи малтанах ҫемье йывӑҫне тӑванлӑх сӑмахӗсемпе  илем кӗртрӗҫ.  Йывӑҫ ҫулҫӑсемпе мӗнле илемлӗ, ҫемье те ача-пӑчапа, атта-анне, асатте-асанне пуррипе илемлине ҫирӗплетрӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫмье телейӗ мӗнрен килни ҫинчен те калаҫрӗҫ вӗернекенсем. Ҫемье ҫинчен Иван Яковлевич Яковлев , Лев Николаевич Толстой каланӑ сӑмахсемпе паллашрӗҫ.  

   Ҫемье кунне Раҫҫейре утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Петрпа Феврони ҫемьешӗн кӗл тӑвакан ҫветтуйсем шутланаҫҫӗ. Вӗсем ҫинче те чарӑнса тӑчӗҫ вӗренекенсем. Ҫемье уявӗн символӗ салтак тӳмин чечекӗ пулнине те асӑнчӗҫ.

    «Ҫемьене упрамалла, ҫемьере лӑпкӑ пурнӑҫ пултӑр тесе тӑрӑшмалла. Ун чухне кӑна пурнӑҫ ӑнса пырӗ, йывӑрлӑхсене ҫӑмӑллӑнах ҫӗнтерсе пыма май пулӗ»,- тесе пӗтӗмлетрӗҫ класс сехетне вӗренекенсем.

Фотогалерея