Нумаях пулмасть Елчĕкри вăтам шкулти 7б класра вĕренекенсем тăван литература урокĕнче
Николай Симунов çырнă ,,Сурпан тĕрри” хайлавпа паллашрĕç. Мĕн-ха вăл сурпан?
Камсен пулать-ха вăл? Çак ыйтусен хуравне шыраса тупас шутпа, ачасем шкулти
краеведени музейне çитрĕç, экспонатсемпе паллашрĕç.
Ĕлĕк кашни хĕрарăм тĕрлеме
пĕлнĕ. Çак ĕçе хĕрачасене 6-7 çултанах
хăнăхтарнă. Качча кайма пике тупра хатĕрленĕ.
Унăн арчинче туй кĕпи, чиркÿ тата ĕç уявĕсене çÿремелли тум, хĕр пĕркенчĕкĕ,
пулас упăшкан сăмса тутри, туй минтерĕ,
сурпансем, масмаксем упраннă. Кашни япалине çипсен тĕсне, çĕвĕсен йĕркине
пăхăнса пурнăçланă. Вĕсен пахалăхне тата шутне кура хĕр ăсталăхне хакланă.
Сурпан вăл –ансăр тата вăрăм, ал шăлли евĕр
пир тăрăхĕ. Унăн икĕ вĕҫне те тĕрлесе,тĕрлĕрен хăюсемпе илемлетнĕ.Вăл чи авалхи
пуҫа сырмаллисенчен пĕри пулнă. Ặна пир тĕртме вĕреннĕ вăхăтрах шутласа
кăларнă.
Ачасем музейра тум тир çĕлемелли
материалсемпе, кĕпе-йĕм тата атă-пушмак тĕслĕхĕпе,
пуçа тăхăнмалли япаласемпе паллашрĕç. Çавăн пекех арçынсен тата хĕр арăмсен
çуллахи, хĕллехи, кĕркуннехи тумĕсем те кăсăклантарчĕҫ вĕсене.Уявсем
вăхăтĕнче тăхăнакан шупăр,чаппан тата сăхман тĕслĕхĕсемпе паллашрĕҫ.
Ĕлĕкхи вăхăтра пур япалана та килте тумалла пулнă, çавăнпа та чăваш çынни ĕçченлĕхпе палăрнă.Вăхăт иртнĕҫемĕн тумсем те улшăннă, анчах ăна илемлетес йăла упранса юлнă.