Елчӗк шкулӗнчи вӗренекенсем чӑвашла куҫарнӑ мультфильмсем курса йӑпанчӗҫ

Елчӗк шкулӗнчи вӗренекенсем чӑвашла куҫарнӑ мультфильмсем курса йӑпанчӗҫ

2024 ҫул алӑкран шаккарӗ. ҪӖНӖ ҪУЛПА пӗрлех ачасемшӗн те кӗтнӗ вӑхӑт ҫитрӗ-хӗллехи каникул. Анчах та урамра шартлама сивӗ хуҫаланать, тухнӑ-тухманах сӑмсана сивӗ ярса илсе ҫатӑрах чӗпӗтет. Каток ҫине е тӑвайккинчен ярӑнма каяс тесен те ирӗксӗрех тӑхтас пулать. Анчах та Елчӗк шкулӗнчи 5-6 -мӗш классенче вӗренекенсем килте те тунсӑхласа лармарӗҫ, вӗсем чӑвашла куҫарнӑ мультфильмсем курса йӑпанчӗҫ. Халиччен вырӑсла курнӑ мультфильмсене тӑван чӗлхепе пӑхма тата та кӑсӑклӑ иккен . Мультфильмсене чӑвашлатни, вӗренекенсем шучӗпе, чӑваш чӗлхине юратма, хисеплеме вӗрентет. Ҫакӑн йышши куравсене малашне те йӗркелесен аван пулмалла тесе пӗтӗмлетрӗҫ ҫамрӑк куравҫӑсем.