Раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 22-мĕшĕччен районта
«Юрататăп сана, Çĕр-шывăм» ятпа сочиненисен конкурсĕ иртрĕ. Конкурса
Вĕрентекенпе наставник тата Телейлĕ ачалăх çулталăкне халласа ирттернĕ, унта
8-11 классенче вĕренекенсем хутшăнма пултарчĕç. «Юратнă вĕрентекен çинчен калас
терĕм», «Телейлĕ ачалăх – телейлĕ пуласлăх», « хамăрăннисене пăрахмастпăр»
темăсенчен пĕрне суйласа сочинени çырмалла пулнă конкурса хутшăнакансен. Елчĕк
шкулĕнчен асăннă конкурса 11 ĕç тăратнă, вĕсенчен 5-шĕ çĕнтерӳçĕсемпе призерсен
йышне кĕме пултарчĕç. Юратнă вĕрентекен
çинчен çырса 11 «а» класра вĕренекен Теллин Валерий, 11 «к» класра вĕренекен
Окружнова Светлана, 9 «б» класра вĕренекен Васильева Екатерина палăрчĕç.
"Телейлĕ ачалăх- телейлĕ пуласлăх" темăпа çыракансем хушшинче 10
"а" класра вĕренекен Горшкова Арина тата 10 «к» класра вĕренекен
Адюкова Мария малтисен шутне кĕме пултарчĕç. Çĕнтерӳçĕсемпе призерсене Елчĕк ен
ентешлĕхĕн ертӳçи Ю.М.Карпов саламларĕ, вĕсене малашне те пысăк çитĕнӳсем тума
сунчĕ.
Эпир те пултаруллă вĕренекенсемпе вĕсен вĕрентекенĕсене саламлатпăр, малашне те ăнăçусем сунатпăр.