День чувашской вышивки в МБОУ "Яльчикская СОШ"

День чувашской вышивки в МБОУ "Яльчикская СОШ"

                                                                                                                                                                                «Илемлĕ, илемлĕ чăваш тĕрри

Тĕрлеме пĕлсен кăна…»

Манăн алăра илемлĕ чăваш тĕрриллĕ ал шăлли. Анчах мĕнле ҫуралать-ха тĕрĕ? Камăн ăшă та ҫемҫе алли, вĕри те канăҫсăр чĕри пурнăҫ парнелет ăна? Паллах, эсир пурте тĕрĕ ăстисем тесе калама пултаратăр. Кашни ялтах вĕсем нумай пулнă. Чăвашсемшĕн тĕрĕ ылтăн пекех хаклă пулнă. Ĕлĕк-авал ăна тем хак парса туянас тесен те сутакан пулман. Ютран килнĕ хăнасем вара  чăваш тĕррин асамлăхĕ пирки тĕлĕннĕ. Чăваш тĕрринче 32 тĕслĕ ҫĕвĕ тĕл пулнине палăртнă. Ĕлĕкхи чăваш тĕрринче ҫырулăх пуррине те пĕлетпĕр. Ãсчахсем вĕсене шĕкĕлчесе вулама та пултарнă.

Хальхи чăваш тĕрри эреш пĕлтерĕшпе ҫӳрет.Ҫапах та вăл пирĕншĕн питĕ хаклă. Хамăр халăхăн ҫĕр пин юрри-ташшине,ҫĕр пин тĕррине, йăли-йĕркине эпир те манар мар.

 

Фотогалерея