Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти сывлӑхпа кану лагерӗнче кунсем хаваслӑ та савӑнӑҫлӑ иртеҫҫӗ

Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти сывлӑхпа кану лагерӗнче кунсем хаваслӑ та савӑнӑҫлӑ иртеҫҫӗ

Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти сывлӑхпа кану лагерӗнче кунсем хаваслӑ та савӑнӑҫлӑ иртеҫҫӗ. Кунта ҫӳрекен ачасем кашни кунах мӗн те пулсан ҫӗнни пӗлеҫҫӗ те, кураҫҫӗ те. Савӑнӑҫлӑ кунсенче вӑхӑт иртни те сисӗнмест.

  Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче те шкул ачасен хаваслӑ сассипе тулчӗ. Кун ирхи зарядкӑран пуҫланчӗ. Ирхине тӗрлӗ хускану пурнӑҫлани сывлӑхшӑн питӗ усӑллӑ,шӑм-шака та ҫирӗплетет. Зарядка хыҫҫӑн ачасем шкул столовӑйне ҫул тытрӗҫ. Яланхи пекех, кунта ӗҫлекенсем ачасене кӑмӑллӑ кӗтсе илчӗҫ, ирхи апатпа сӑйларӗҫ.
   1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗ - ҫын пурнаҫӗнчи чи хурлӑхлӑ кунсенчен пӗри - Асӑнупа хурлӑх кунӗ. Шӑпах ҫак кун Аслӑ Аттелӗх вӑрҫи пуҫланнӑ. Хаяр вӑрҫӑ 1418 куна пынӑ. Совет ҫӗрӗ 27 миллион ҫынна ҫухатнӑ . Ҫак куна асра тытса лагерьти ачасене  "Мальчишки" кинофильм пӑхма сӗнчӗҫ. Асӑннӑ фильм ачасене тыткӑнларӗ, шухӑша ячӗ. Чӑнах та ҫӑмӑл килмен вӑрҫӑ ачисене, анчах та вӗсем пӗтӗм йывӑрлӑха ҫӗнсе пыма тӑрӑшнӑ. Ҫакна ачасем хӑйсен куҫӗпе курса ӗненчӗҫ . Курнӑ фильм тарӑн шухӑша ярать, тӗрлӗ ыйту ҫуратать.
   Ҫавӑн пекех ачасем Тӗп лапамри Н.П.Миллин ячӗпе хисепленекен Кану паркӗнче те пулчӗҫ. Тӗрлӗ вӑйӑ выляни вӗсен кӑмӑлне ҫӗклерӗ. "Ҫӗр ҫинчи илеме ҫӑласчӗ", "Шӑнкӑрав пӑлхавлӑн янӑрасан мӗн тумалла?" ятпа ирттернӗ калаҫусем  те ачасен асӗнче нумайлӑха юлӗҫ
   Усӑллӑ ирттернӗ кашни самант ачашӑн хаклӑ. Ҫакна яланах асра тытса лагерьти кашни куна усӑллӑ ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ шкул ӗҫченӗсем.