Педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ шкул музейĕнче хăнара.

Педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ шкул музейĕнче хăнара.


Ҫу уйăхĕн 18-мĕшĕнче музей кунне паллă тăваҫҫĕ. Кашни музей хăйĕн патне мĕнпе те пулин илĕртет. Ҫав шутра Елчĕк шкулĕнче вырнаҫнă историпе- тăван тавралăх музейĕ те. Шкул коллективĕн вăйĕпе йĕркеленĕ краеведени музейĕ вĕренӳпе воспитани парас ĕҫре питĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнса тăрать. Тĕлĕнмелле илемлĕ, вырăнлă, содержаниллĕ материалпа пуян шкул музейĕ.

Паян музейра педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент Тамара Васильевна Артемьева хăнара пулчĕ.Вăл «Чăваш чĕлхи», «Литература вулавĕ», «Чăваш букварĕ» вĕренӳ кĕнекисен авторĕ те. Музей ĕҫченĕсем килнĕ хăнана шкул историйĕпе паллаштарчĕҫ, кашни экспонат ҫинчен тĕплĕн каласа пачĕҫ. Тĕл пулу питĕ кăмăллă иртрĕ. Калаҫура пионер организацийĕ тата вĕсен малтанхи ертӳҫисем ҫинчен те аса илчĕҫ, асăнмалăх сăн ӳкерĕнчĕҫ.

Тамара Васильевна: «Паян сирĕн пуян та чаплă музейра пулса чунтан савăнтăм. Музей ĕҫченĕсем ял, шкул кун-ҫулĕ ҫинчен каласа панине итлесе кăмăл ҫĕкленчĕ. Ҫакăн пек чăвашлăхшăн ҫунакансем, халăх эткерне упраса хăварассишĕн ҫунакан ҫынсем пурри эпир халăх пек упранса юлас шанăҫа ӳстереҫҫĕ», - тесе палăртса хăварчĕ.

Эпир те сире музея хапăл туса кĕтетпĕр!