Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкул «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2023» акцине хутшǎнчĕ

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкул «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2023» акцине хутшǎнчĕ

2023 çулхи ака уйǎхĕн 26-мĕшĕнче чǎвашсем пурǎнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ» акци иртет.Ᾰна И.Я.Яковлев –Аслă Вĕрентекенĕмĕр ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине,Раҫҫей Федерацийĕн Вĕрентекенпе ăс паракан ҫулталăкне тата чăваш чĕлхи кунне халалланă.Акцин тĕп тĕллевĕ-чăваш чĕлхине Чăваш Республикинче,Раҫҫей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси,чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне,сумĕпе чысне ÿстересси.Кăҫалхи текста Юхма Мишшин «Çутлăх паттăрĕ» хайлавĕ тăрăх йĕркеленĕ.   Çавна май Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта –  80 вĕренекене яхǎн чǎваш чĕлхипе литература эрнинче «Пĕр йǎнǎшсǎр çыракан ача» конкурса хутшǎнчĕç. Чи пултаруллǎ ачасем йǎнǎшсǎр çырма пултарнине тĕрĕслерĕç. Унăн тематики –  И.Я.Яковлевăн пархатарлă ĕҫĕсене хакласси.

  Диктант çыртарни вĕренекенсен орфографи пĕлĕвпе хǎнǎхǎвне çирĕплетсе тарǎнлатать, «типлǎ» йǎнǎшсенчен хǎтарать, лексикине пуянлатать, чǎваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ те ÿсет.

 Диктант тексчĕ пурне те килĕшрĕ. Халĕ чǎтǎмсǎррǎн ĕçсене хакласса кĕтетпĕр.