Чǎваш чĕлхи кунне халалласа ирттернĕ уяв

Чǎваш чĕлхи кунне халалласа ирттернĕ уяв

           Çулсеренех, ака уйǎхĕн 25-мĕшĕнче, Чǎваш чĕлхи кунне ирттересси йǎлана кĕнĕ.Темле хǎйне евĕрлĕ асамлǎ тапхǎрпа, çут çанталǎк чĕрĕлĕвĕпе, çурхи ǎшǎ кунсемпе тĕл килет çак уяв. Вǎл чǎвашсене çутта кǎларнǎ Иван Яковлевич Яковлев ячĕ-сумĕпе тачǎ çыхǎнса тǎрать. Аслǎ Вĕрентекенĕмĕр тетпĕр эпир ǎна паян чунтан-чĕререн хисеплесе. И.Я.Яковлев 1848 çулхи ака уйǎхĕн 25-мĕш кунĕнче Тутар Республикине кĕрекен Кǎнна Кушки ялĕнче кун çути курнǎ. Пĕчĕклех тǎлǎха тǎрса юлнǎ. Пахомовсен усрав ачи пулса ÿснĕ, пурнǎç тути-масине аванах ас тивнĕ вǎл. Вĕреннĕ çын кǎна пурнǎçа çǎмǎллатасса аван ǎнланнǎ вǎл.Чĕмпĕрти гимназире, Хусанти университетра  ǎс пухнǎ. Хǎйĕн пĕтĕм пурнǎçне вĕренÿ ĕçне халалланǎ. Вǎл тǎрǎшнипех Чĕмпĕрте 1868 çулта чǎваш шкулĕ уçǎлать. Шǎпах çак шкултан ĕнтĕ чǎвашсен пулас вĕрентекенĕсем, çыравçисем, культурǎпа искусство ǎстисем ÿссе çитĕннĕ.

     Каярахпа вара чǎвашсем Иван Яковлевич Яковлев çуралнǎ куна- ака уйǎхĕн 25-мĕш кунне - Чǎваш чĕлхи кунĕ теме йышǎннǎ. Çак куна халалласа Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта пысǎк уяв пулчĕ. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем çĕр пин сǎмах, çĕр пин юрǎ, çĕр пин ташǎ кĕтречĕпе тĕлĕнсе киленчĕç, мǎнаçланчĕç. Мĕн тери илĕртÿллĕн янǎрать иккен тǎван чĕлхепе çырнǎ сǎвǎ-юрǎ. Куракансене уйрǎмах И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх вылянă сценкăсем тыткǎнларĕҫ.  6-мĕш классем вара Стихван Шавлин «Вĕçкĕн Ваççа» сǎвви тǎрǎх кулǎшла сценка лартса пачĕç, чǎваш чĕлхине хисеплеме, ǎна упрама чĕнчĕç. 5-мĕш классем те питĕ пултаруллǎ пулчĕç,вĕсен  сăввисем пурин кǎмǎлне те кайрĕç. Ташлама та ǎста пирĕн вĕренекенсем. 6-мĕш тата 7-мĕш кадет класĕсенче вĕренекенсем çакна чǎннипех те çирĕплетрĕç.

11класра вĕренекен Ильина Лилия,Тарасова Анастасия тата Осипова Анастасия вĕренекенсемпе  урок-экскурси ирттерчĕҫ.Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă  Елчĕк тăрăхĕнчи паллă вĕрентекенсемпе паллаштарчĕҫ,И.Я.Яковлев уҫнă Елчĕк шкулĕн историне тĕплĕн каласа кăтартрĕҫ.

     Питĕ савǎнǎçлǎ иртрĕ уяв. Уявра  мĕн курни, мĕн илтни вĕренекенсен асĕнче нумайлǎха юлĕ.        

Фотогалерея