Елчĕк шкулĕнче И.Я.Яковлева халалланǎ викторина иртрĕ

Елчĕк шкулĕнче И.Я.Яковлева  халалланǎ викторина  иртрĕ

Чǎвашран паллǎ çынсем нумай тухнǎ. Вĕсем тǎрǎшнипех эпир, чǎвашсем, хамǎра тĕнче шайне çĕклеме пултартǎмǎр.  Вĕçĕ-хĕррисĕр уçлǎха та вырǎспа пĕр танах хǎпарнǎ эпир, тǎшман тапǎнса кĕрсен те пур халǎхпа пĕрлех кар тǎнǎ. Эпир нихçан та кайрисен шутĕнче пулман. Çавǎнпа та хамǎра çутта кǎларакан çынсене пирĕн нихçан та асран кǎлармалла мар. 

Аслǎ Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев  чǎваш халǎхĕшĕн мĕн-мĕн тунине каласа та пĕтереймĕн. Çакна тĕпе хурса Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта ака уйǎхĕн 24-мĕшĕнче  викторина иртрĕ. Викторинǎна 6, 8 тата 10-мĕш классенче вĕренекенсем хутшǎнчĕç. Кашни ÿсĕм валли ятарлǎ ыйтусем туса хатĕрленĕ.10-мĕш классенче вĕренекенсен И.Я.Яковлевпа  çыхǎннǎ ыйтусем çине хуравламалла пулчĕ.  Паллах, вĕсем хуравĕсене пĕлме пĕрре те çǎмǎл пулмарĕ. И.Я.Яковлев хǎçан тата ǎçта çуралнине, ǎçта вĕреннине, мĕнле-мĕнле паллǎ ĕçсем тунине , паллах, пурте пĕлеççĕ. Анчах та Аслǎ Вĕрентекенĕмĕре Хаким кĕтÿçĕ мĕнле ǎсталǎха вĕрентнине, вǎл вĕреннĕ училище заведующийĕ кам пулнине, И.Я.Яковлев хǎш тǎрǎхра çĕр виçсе çÿренине пĕлекенсем вара сахалǎн.

6-мĕш тата 8-мĕш  классенче вĕренекенсен ыйтǎвĕсем вара чǎваш чĕлхипе çыхǎнчĕç. Кунта та хǎйне кура йывǎрлǎхсем пулчĕç. Анчах та вĕренекенсем викторина ыйтǎвĕсем çине ǎнǎçлǎ хуравларĕç, хǎйсен пĕлĕвне кǎтартма пултарчĕç. Чǎннипех те пултаруллǎ та ǎçлǎ ачасем вĕренеççĕ çав Елчĕк шкулĕнче.