Елчĕкри вǎтам шкулта Тихǎн Петĕрккин «Кушкǎ ачи» повеçĕ тǎрǎх урок-конференци иртрĕ

Елчĕкри вǎтам шкулта Тихǎн Петĕрккин «Кушкǎ ачи» повеçĕ тǎрǎх урок-конференци иртрĕ

              Ака уйǎхĕн 21-мĕшĕнче Елчĕкри вǎтам шкулти 10-11 класра вĕренекенсемпе Тихǎн Петĕрккин «Кушкǎ ачи» повеçĕ тǎрǎх урок-конференци иртрĕ.

Повеçре чǎваш халǎхне çутта кǎлараканǎн Иван Яковлевич Яковлевǎн ача чухнехи пурнǎçне, шкулта вĕреннĕ тапхǎра уçса панǎ. Чǎвашсен пурнǎçне, йǎли-йĕркине тимлĕ сǎнать вǎл, юрри-ташшине итлесе-курса киленет. Гимназире вĕреннĕ чухне тǎван халǎх валли çырулǎх йĕркелесси пирки шутлама тытǎнать. Ĕç çыннисене çутта кǎларассишĕн тǎрǎшакан вырǎс çыннисемпе, уйрǎмах И.Н. Ульяновпа, çывǎх паллашнǎ.

Вĕсем пулǎшнипе И. Яковлев 1868 çултах чǎваш ялĕсенчен Чĕмпĕре 4-5 ача чĕнсе илсе вĕсене вĕрентме тытǎнать, хулари шкулсене вĕрентме кĕртет. Каярахпа вара çав чǎваш ачисен ушкǎнĕнчен Чĕмпĕрти чǎваш шкулĕ пуçланса кайнǎ.

Литературǎри ĕçĕ-хĕлĕпе И. Яковлев вулакансене тǎван халǎха юратма, хисеплеме, уншǎн тǎрǎшса ĕçлеме вĕрентесшĕн пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем.

Иван Яковлевич Яковлевăн пысăк та тава тивĕҫлĕ  ĕҫĕ-халăх хушшинче  ҫырулăха сарни.Ҫĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче вăл 1200 ытла яхăн чăваш ,тутар,мордва ачисем валли  халăх шкулĕсем  уҫнă.Ҫав шутра пирĕн Чăваш Республикинчи Елчĕкри муниципаллă округри  Елчĕк  ялĕнчи шкула та 1878 ҫулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче Кĕҫĕн Елчĕкре урăх халăхсен(чăвашсен)  пĕр  класлă  пуҫламăш шкулне уҫаҫҫĕ.Пĕрремĕш учительсем пулса А.Н.Доброхотовпа К.Е.Веков ĕҫлеҫҫĕ. Ачасен вĕренĕвĕпе вара И.Я.Яковлев питĕ кăмăллă пулать,хăй те экзаменсем тытнă ҫĕре килсе ҫӳрет.И.Я.яковлев 28 ҫул Хусан вĕрентӳ округĕн инспекторĕ пулнă вăхăтра Атăл тăрăхĕнче 400 яхăн чăваш шкулне уҫма пултарнă,вĕсенчен 20-мĕшĕ  икĕ класлă шкул пулнă.Ĕҫчен те тăрăшуллă  вĕренекенсем шăпах  И.Я.яковлевăн ĕмĕтне  пурнăҫа кĕртме  пултарнă.