И.Я.Яковлев пĕтĕм чун хавалĕпе,
шухăш-кăмăлĕпе чăваш чунĕллĕ ҫын пулнă. Çавăнпа та, ватăлса вилсессĕн те, халăх
йăлипе, пурнăҫ тăршшĕпе ҫĕкленĕ ĕҫшĕн хăйне тав туса асăнасса шаннă.Халăхра:
«Пиллесессĕн пин пулнă, пиллемесен кĕл юлнă»,- тенине асра тытса Чун халалĕ –
пехил ҫырса хăварнă вăл. Чăваш халăхне чунран юратни, унран хаклине урăх никама
та курманнине пĕлтерет ку.
Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Елчĕкри вăтам шкулта
вĕренекенсем хушшинче И.Я.Яковлевăн
«Чăваш халăхне» чун халалĕ тăрăх вулав урокĕ иртрĕ. Вулава 5-10 класра
вĕренекенсем хутшăнчĕҫ. Вĕренекенсем халала виҫĕ чĕлхепе вулама пултарчĕҫ:
чăвашла, вырăсла, акăлчанла.
Яковлев вĕрентĕвĕ вилĕмсĕр.Унăн «Чăваш
халăхне» чун халалĕ пирĕншĕн пурнăҫ кĕнеки пулса тăчĕ. Вăл ĕмĕр-ĕмĕр тăван
халăха, тăван ҫĕр-шыва юратма, уншăн пĕтĕм чун-чĕре хавалне пама хистесе
тăрать. Пире, ҫамрăксене, ăс парать, лайăх ĕмĕтпе пурăнма вĕрентет, малашлăхра
ырă ҫитĕнÿсем тума хавхалантарать.