Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта чǎваш чĕлхипе литература эрни иртет

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта чǎваш чĕлхипе  литература эрни иртет

Ака уйǎхĕн 19-26 кунĕсенче Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта чǎваш чĕлхипе  литература эрни иртет.  Чǎваш чĕлхипе литературǎна вĕренекенсем эрнелĕх ĕç  планĕпе паллаштарчĕç.

   Шкул библиотекарĕ- Федорова В.В. «Аслă Вĕрентекенĕмĕр»» ятпа  кĕнеке куравĕ йĕркелерĕ. Куравра ачасем чǎваш халǎхне çутта кǎларакан И.Я.Яковлев ĕçĕ – хĕлĕпе çыхǎннǎ кĕнекесемпе паллашрĕç. «Чǎваш халǎхне панǎ халал» куравра тĕп вырǎн йышǎнчĕ.

     5-11 класра вĕренекенсемпе «Ырра вĕрентни кирек хǎш вǎхǎтра та усǎллǎ» ятпа вулав урокĕсем иртрĕç. И.Я.Яковлевǎн «Çитĕннĕ вǎхǎт» асаилÿ тĕрленчĕкĕпе тата ǎса вĕрентекен хайлавсемпе паллашрĕç. Тǎван чĕлхене упрама, пĕр-пĕрне йывǎрлǎхра пулǎшма,ĕçчен тата сăпайлǎ пулма тǎрăшмаллине тепĕр хут çирĕплетрĕç чǎваш чĕлхипе литературǎна вĕрентекенсем .