Кам тǎван чĕлхене юратмасть-
Вǎл тǎван амǎшне юратмасть.
Кам тǎван амǎшне юратмасть-
Вǎл тǎван халǎхне юратмасть.
Кам тǎван халǎхне юратмасть-
Вǎл тǎван çĕршыва юратмасть
Пирĕн
тǎван чĕлхе – чǎваш чĕлхи. Эпир мĕн пĕчĕкрен чǎвашла калаçса ÿснĕ.Чǎваш чĕлхи-
атте-анне чĕлхи.Тǎван чĕлхе – чи çепĕç те илемлĕ чĕлхе. Мĕн тери илĕртÿллĕн янǎрать
вǎл. Пирĕн хамǎр тǎван чĕлхепе яланах мухтанмалла, ǎна упрама тǎрǎшмалла. Çакна
шута илсе Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулǎн 7 «а» класĕнче вĕренекенсемпе «Пин чĕлхерен чи ҫепĕҫҫи» ятпа
краеведени сехечĕ иртрĕ. Кушманова Н.В.
И.Я.Яковлевăн пурнăҫĕпе пултарулăхĕ ,литературăри ĕҫĕ-хĕлĕ,Чĕмпĕр чăваш шкулĕн
историйĕ ҫинчен каласа кăтартрĕ,презентаци
куравĕ иртрĕ. Ачасемшĕн чи кǎсǎкли – И.Я.Яковлев ачалǎхĕ пулчĕ. Тĕлĕнмелле –
пирĕн Аслǎ Вĕрентекенĕмĕр те вĕсем пекех шкула çÿренĕ
вĕт-ха, вĕсем пекех вылянǎ, кулнǎ.
И.Я.Яковлев пĕчĕклех тǎлǎх ача пулса юлни вĕренекенсене пǎшǎрхантарчĕ. Чǎнах
та, Пахомовсен усрав ачи пулса ÿснĕ вǎл, пурнǎç тути-масине аванах ас тивнĕ.
Сакǎр çултах лашапа ака-суха тунǎ, çурлапа тырǎ вырнǎ, çǎпата та хуçнǎ. Хресчен
ĕçĕ мĕн тери йывǎр пулнине чĕрипе туйса ÿснĕ.И.Я.Яковлев нумай ĕҫленĕ,вуншар
ҫын тăвайманнине пĕччен тунă.Чăвашсемшĕн чăн-чăн Улăп паттăр пулса
тăнă.Вĕсемшĕн ялан чун-чĕрипе ҫуннă,пуласлăхшĕн ывăнма пĕлмесĕр
шухăшланă,ĕмĕрлĕхех ăс вĕрентсе халал ҫырса хăварнă.
Урок вĕçĕнче вĕренекенсем тǎван чĕлхепе мǎнаçланма,
хǎпартланма, хǎйсем чǎваш пулнипе мухтанма сǎмах пачĕç.