Елчӗкри вӑтам шкулта 2-мĕш «А» класра вěренекен Борисова Камилла «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн çӗнтерӱçи

Елчӗкри вӑтам шкулта 2-мĕш «А» класра вěренекен  Борисова Камилла  «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн çӗнтерӱçи

Тăван чĕлхепе культурăна малалла аталантарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви Чăваш Республикин хĕрарăмсен союзĕпе пĕрле Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль ирттерчĕ.

Фестиваль икĕ тапхăрпа иртрĕ: муниципалитет тапхăрĕ тата республика тапхăрĕ. Фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрне Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче вырнаçнă вĕренӳ организацийĕсен 1-4-мĕш класĕсенче вĕренекен кашни ача хăй кăмăлĕпе хутшăнма пултарчĕ. Иккĕмĕш тапхăра хутшăнма муниципалитет шайĕнче мала тухнă ачасене ирĕк пачĕç. Жюри пурĕ 116 видеролик пăхса тухрĕ, вĕсен шутĕнче Тутар, Пушкăрт Республикисенчен тата Ульяновск облаçĕнчен пурĕ 20 номер пулчĕ.

Республика шайěнчи фестивальте Елчӗкри вӑтам шкулта 2-мĕш «А» класра вěренекен Борисова Камилла (ертӱçи Волкова А.А.) палӑрчӗ. Вăл «Сӑмах илемӗ» номинацинче çӗнтерӱçӗ ятне илме тивĕç пулчĕ. Эпир пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ хĕр ачана саламлатпăр, малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр.