Кам пӗлмес пулӗ Елчӗк
районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Геннадий Никандрович Волкова. Вӑл
Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи паллӑ учёнӑй, педагогика ӑслӑлӑхӗн докторӗ,
академик, 500 ытла наука ӗҫӗн авторĕ. Юпа
уйӑхӗн 31-мӗшӗнче шӑпах вӑл ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитет. Паллӑ педагог-ученӑйа,
писателе халалласа Елчӗкри вӑтам шкулти историпе тӑван тавралӑх музейӗнче
"Хамӑрӑн ентешпе мӑнаҫланатпӑр" ятпа уҫӑ урок иртрӗ. Вӗрӗнекенсем
паллӑ ӑсчахӑн пурнӑҫӗпӗ, литературӑри тата тӗпчев ӗҫӗсенчи ҫӗнӗлӗхсемпе
паллашрӗҫ. Уҫӑмлӑ шухӑшпа, пуян чӗлхипе ҫырнӑ унӑн ӗҫӗсене ватти те, вӗтти те
ӑнланать. Пуян чӗлхе пулнӑ академикӑн. Унӑн калавӗсем ҫитӗнекен ӑрӑва ӑс парас,
вӗсене тӳрӗ те ырӑ чунлӑ пулма вӗрентессипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Халӑх педагогики
Тӑван ҫӗр-шыва, халӑха юратма, хисеплеме вӗрентессипе ҫыхӑннине те ҫирӗплетнӗ. Геннадий Никандрович тӑван ялне, тӑван района, Чӑваш
Республикине чунӗпе парӑннӑ ҫын пулнӑ. Унӑн юратӑвӗпе нимӗн те танлашайман. Вӑл
хӑй юратни кӑна мар, хӑй хыҫҫӑн юлакан ҫамрӑк ӑрӑва та яланах тӑван ҫӗре юратма
вӗрентнӗ. Тӑван халӑх, тӑван чӗлхе пирки пурин ӑс-тӑнне те, чун-чӗрине те
хускатмалли сӑмахсем каланӑ. Пирӗн вара, ӑрӑва малалла тӑсакансен, Г. Н. Волков
вӗрентсе каланӑ сӑмахӗсене нихӑҫан та асран кӑлармалла мар. Ун чухне ӑна тӑван
ен илемӗ, чӗлхе тасалӑхӗ хӑрушлӑха кӗрсе ӳкмӗ. Мӗн
тери пултаруллӑ та пуян тавракурӑмлӑ, тӑрӑшуллӑ та пархатарлӑ ҫынна ӳстерсе
ҫитӗнтернӗ Елчӗк ҫӗрӗ. Вӗрӗнекенсем те тӑван ялӑмӑра нихӑҫан та асран ярас
марччӗ тесе палӑртрӗҫ хӑйсен шухӑшне.