Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсемпе «Тăван ҫĕр-шыв, Чăваш ҫĕр-шывĕ» ятпа класс сехечĕ иртрĕ

Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсемпе «Тăван ҫĕр-шыв, Чăваш ҫĕр-шывĕ» ятпа класс сехечĕ иртрĕ

      Кашни патшалӑхӑн хӑйĕн символӗсем пур. Пирӗн те, чӑвашсен, патшалӑх гербӗсем сĕм авалтанах пулнӑ. Ҫак символсем патшалӑх суверенитетне палӑртаҫҫĕ, вĕсен элеменчӗсем халӑх пурнӑҫне, культурине, ӑс – хакӑлне сӑнласа параҫҫӗ. Ялав, Герб тата Гимн Чӑваш Республикин хальхи патшалӑх символӗсем. Вӗсене 1992 ҫулта Республикӑн Аслӑ Канашӗ ҫирӗплетнӗ.

Хальхи Патшалӑх гербӗ виҫĕ пайран тӑрать: «Пурнӑҫ йывӑҫне» ӳкернӗ геральдика хӳтлӗхӗ, ун тӑрринче авалхи чӑвашсен «Висӗ хӗвел» эмблеми, аялта – «Чӑваш Республики – Чувашская Республика» тесе ҫырнӑ лента, вӗҫӗнче хӑмла ӳкерчӗкӗ.

 Патшалӑх ялавӗ тӳр кӗтеслӗх евӗрлӗ, ҫӳлти сарӑ, аялти – тӗксӗм хӗрлӗ. Варринче «Пурнӑҫ йывӑҫӗ» тата «Виҫӗ хӗвел» эмблемӑсем. Герб ҫинче те, ялав ҫинче те икӗ тӗп тӗс. Сарӑ тӗс хӗвел айӗнче чӑвашсем пурӑнакан талккӑш символӗ, хӗрли- ҫӗре пӗлтерет.

Ялавпа Гербӑн авторӗ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Элли Михайлович Юрьев.

Чӑваш Республикин Патшалӑх гимнӗ тесе «Тӑван ҫӗршыв» юрра ҫирӗплетнӗ. Унӑн авторӗсем И.Тукташ поэт тата Г.Лебедев композитор.

 Ака уйǎхĕн 29 – мĕшĕнче Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсемпе «Тăван ҫĕр-шыв, Чăваш ҫĕр-шывĕ» ятпа класс сехечĕ иртрĕ. Ăна Патшалăх символĕсен кунне халалланă. Вĕренекенсемшĕн питĕ кирлĕ уяв ҫакă, мĕншĕн тесен Ялав, Герб тата Гимн пирĕн мăнаҫлăхăмăр, мухтавăмăр тата яваплăхăмăр.

Аваллăхсăр малашлăх ҫук теҫҫĕ. Символсенче чăваш халăхĕн иртни тата хальхи пурнăҫĕ, унăн пуласлăхĕ. Вĕсене пурнăҫ йывăҫĕ ҫыхăнтарса тăрать.

  Çĕннине пĕлме, пухнǎ пĕлĕве çирĕплетме ǎнтǎлакан вĕренекенсен тǎрǎшуллǎхĕ палǎрчĕ.