«Пĕр йǎнǎшсǎр çыракан ача» конкурс

«Пĕр йǎнǎшсǎр çыракан ача» конкурс

           

    


2022 çулхи ака уйǎхĕн 25-мĕшĕнче чǎвашсем пурǎнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ» акци иртет. Çавна май Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта –  77 вĕренекен  чǎваш чĕлхипе литература эрнинче «Пĕр йǎнǎшсǎр çыракан ача» конкурса хутшǎнчĕç. Чи пултаруллǎ ачасем йǎнǎшсǎр çырма пултарнине тĕрĕслерĕç. Вĕсен тематики – паллă вĕҫевҫĕсем.К.Петров хайлавĕнчен илнĕ сыпăк «Уҫлăхра-икĕ космонавт».

  Диктант çыртарни вĕренекенсен орфографи пĕлĕвпе хǎнǎхǎвне çирĕплетсе тарǎнлатать, «типлǎ» йǎнǎшсенчен хǎтарать, лексикине пуянлатать, чǎваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ те ÿсет.

 Диктант тексчĕ пурне те килĕшрĕ. Халĕ чǎтǎмсǎррǎн ĕçсене хакласса кĕтетпĕр.