Авалхи ача-пăча вăййисем

Авалхи ача-пăча вăййисем

    Чăваш ача-пăча сăмахлăхĕ мĕн авалтанах ачана ачашласа лăплантарассипе, йăпатассипе, ҫирĕп сывлăхлă ҫитĕнтерессипе, халăхăн йăла-йĕркине чуна хывассипе ҫыхăннă. Сăмах вĕҫҫĕн ҫӳрекен сăвă-юрă ытамĕнче ӳсни ачасен сăнлăхлă-сăнарлă, ытарлă калаҫу чĕлхине аталантарма май парать.

Мĕн тĕрлĕ кăна вăйă вылямаҫҫĕ пулĕ ачасем! Уйрăмах пурте пĕрле икĕ ушкăна уйрăлса юрламалли вăйăсем чылай сарăлнă. Вĕсенче чăваш халăхĕн пурнăҫĕ, ĕҫĕ-хĕлĕ, йăли-йĕрки ӳкерĕннĕ.

Елчĕкри вăтам шкулта та 5-6 класра вĕренекенсем авалхи ача-пăча вăййисен конкурсне хаваспах хутшăнчĕҫ. Ачалăхра вылянă чылай вăййа аса илсе выляса пăхрĕҫ. Халĕ те манăҫман ансат вăйăсемпе чĕнӳ-йыхрав сăвви-юррисем ачасене савăнăҫ кӳчĕҫ, кăмăл-туйăм пуянлăхне аталантарчĕҫ.