«Çĕр пин сăмах, ҫĕр пин юрă ҫĕр-шывĕнче» - ăмăрту урокĕ

«Çĕр пин сăмах, ҫĕр пин юрă ҫĕр-шывĕнче» - ăмăрту урокĕ

       Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни малалла тăсăлать. 6-7 класра вĕренекенсем хушшинче  «Çĕр пин сăмах, ҫĕр пин юрă ҫĕр-шывĕнче» ăмăрту урокĕ иртрĕ. Вĕренекенсем икĕ ушкăна пайланса тĕрлĕ ĕҫсем витĕр тухса пĕр-пĕринпе тупăшрĕҫ. Темĕн те тумалла пулчĕ вĕсен: тупмалли юмахсене те пĕлмелле, уйăх ячĕсене вырăсла куҫармалла, кластер е синквейн тумалла, чăвашран тухнă паллă ҫынсене те пĕлмелле. Пурте хăйсен пултарулăхне кăтартма тăрăшрĕҫ. 6 «б» класра вĕренекенсем ытларах балл пухса ҫĕнтерме пултарчĕҫ. Вăйă вĕҫĕнче вĕренекенсем тăван чĕлхепе мăнаҫланма тата хăйсем чăваш пулнипе мухтанма сăмах пачĕҫ.

8-9 классем хушшинче «Паллă театр ăстисем» презентаци хӱтĕлевĕ иртрĕ. Вĕренекенсем ытларах паллă театр ăстин – Игнатий Молодовăн ĕҫĕ-хĕлĕпе кăсăкланни тата пархатарлă ĕҫĕсене палăртни, Валентина Музыкантован ӱсĕмĕсемпе тĕрлĕ ĕҫсем туса чылай материал пуҫтарма пултарнă.

Çакăн евĕрлĕ ĕҫсем  ачасен тавра-курăмне анлăлатаҫҫĕ, шухăшлавне ҫирĕплетеҫҫĕ, пĕр-пĕрин хушшинчи ҫыхăнăва ҫиреплетеҫҫĕ.