Елчĕкри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртет.

Елчĕкри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртет.

     Ака уйăхĕн 18-25 кунĕсенче Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртет. Чăваш чĕлхипе литературăна вĕрентекенсем эрнелĕх ĕҫ планĕпе паллаштарчĕҫ. Шкул библиотекарĕ – Федорова В.В. «Тăван халăхшăн тăрăшакансем» ятлă кĕнеке курăвĕ йĕркелерĕ. Курава «Мухтавлă Ентешсен ҫулталăкне» халалласа чăвашран тухнă пултаруллă ҫынсен ĕҫĕсемпе паллаштарма тăрăшнă.

Чăнах та, пирĕн чăвашсен, мухтанмалли сахал мар. Кам пĕлмест-ши Петр Егоров архитектора, Никита Бичурин ăсчах-востоковеда, 17 томлă чăваш сăмахĕсене пуҫтарнă Николай Ашмарина? Иван Яковлевич Яковлевпа, Константин Ивановпа, Çеҫпĕл Мишшипе, Петĕр Хусанкайпа, Геннадий Волковпа мухтанас килет.  Пур ҫĕрте те пултаруллă чăваш ҫынни, таҫта та кĕрлет ун ячĕ.

Пирĕн ентешсен паттăр ĕҫĕсем тĕнче историйĕнче ылтăн сас паллисемпе ҫырăнса юлнă. Вĕсем ҫамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх вырăнне пулса тăраҫҫĕ. Малашне те чăваш халăхĕ пуласса, тăван чĕлхене упрама, пĕр-пĕрне йывăрлăхра пулăшма, ĕҫчен те сăпайлă, ҫирĕп чунлă та паттăр пулма тăрăшмаллине тепĕр хут ҫирĕплетрĕҫ чăваш чĕлхипе литературăна вĕрентекенсем.