Елчĕкри вăтам шкулта «Елчĕк енĕн паллă ҫыннисем» лэпбуксен куравĕ йĕркеленĕ

Елчĕкри вăтам шкулта «Елчĕк енĕн паллă ҫыннисем» лэпбуксен куравĕ йĕркеленĕ

Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем Чăваш Енĕн Мухтавлă ентешĕсен ҫулне тата Раҫҫей халăхĕсен культура эткерлĕхĕн ҫулталăкне  халалласа «Елчĕк енĕн паллă ҫыннисем» ятпа лэпбуксем ăсталарĕҫ.

Елчĕк ҫĕрĕ ҫинче чылай чунпа илемлĕ, паттăр та хăюллă, ĕҫчен ҫынсем ҫитĕннĕ: А.Ф.Беляев, Г.Н. Волков, В.И.Агеев, А.В.Игнатьев, В.И.Музыкантова тата ыттисем те. Вĕсен паллă ĕҫĕсем тĕнчипе сарăлнă. Пултаруллă ентешсен кун-ҫулĕпе пархатарлă ĕҫĕсене вĕренекенсем тĕрлĕ енлĕ ҫутатса кăтартма тăрăшрĕҫ.

Елчĕк халăхĕ яланах ĕҫчен те сăпайлă пулнă. Хăйĕн йăли-йĕркипе, сăмахлăхĕпе палăрса тăнă. Халăх культури – вăл унăн чунĕ, пурнăҫĕ, чĕлхи, йăли-йĕрки. Вĕсен мăнаҫлă ҫулĕн пĕрремĕш утăмĕ тăван ялтан пуҫланнă. Тăван ҫĕр вĕсен пултарулăхĕнче вăй-хăват парса пынă.

Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, Елчĕк ҫĕрĕ ҫинче ҫитĕннĕ профессор, академик, этнопедагог, вĕрентекен тата халăх шкулне уҫаканĕ – Геннадий Никандрович Волков. Пултаруллă ăсчах тĕрлĕ вырăнта пурăннă, ĕҫленĕ, халăх педагогикипе кăсăкланса тĕпчев ĕҫĕсем, 900 ытла ăслăлăх ĕҫĕ ҫырнă. Унăн ĕҫĕсене пысăк хак панă. Хăй каланă тăрăх темиҫе пурнăҫ пурăнса ирттернĕ вăл – тутар, нимĕҫ, вырăс, якут, калмăк пулса курнă. Ҫапах тăван –чăваш ҫĕрне вăл нимпе те танлаштараймасть. Уншăн Тăван ҫĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак. Чăваш чĕлхине, йăли-йĕркине, ташши-юррине вара чунтан кăмăлланă.

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнчен тухнă пултаруллă ӳнерҫĕн Агеев Владимир Ивановичăн картинисем Чăваш Енре ҫеҫ мар, ытти урăх ҫĕр шывсенче те пысăк хисепре. Чăваш мифологийĕпе ҫыхăннă графика ĕҫĕсене вара Лейпцигра кăларнă тĕнчери  халăхсен мĕн пур  вăхăтăн ӳнер энциклопедине кĕртнĕ. Хăйĕн асамлă таланчĕпе вăл чăвашлăха, чăваш тĕнчине, чăваш ҫĕрне, чăваш чуне уҫса парать.

 Александр Филиппович, Ҫар академинче вĕренекенскер, сывлăш-десант корпусне  лекет. 1943 ҫулта 41-мĕш стрелковăй дивизие Александр Беляев полковника ертсе пыма шаннă. Днепр юхан шывĕ урлă каҫса плацдарма ăнăҫлă хӳтĕленĕшĕн, хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Александр Филипповича 57-мĕш Арми командованийĕ  Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă.Ун ячĕпе район центрĕнче урам, сквер хисепленсе тăраҫҫĕ.

Елчĕк районĕнчи Вырăскасси ялĕнче ҫуралса ӳснĕ паллă вĕрентекен тата пуҫаруллă ертӳҫĕ – Петр Никифорович Чернов. Петр Никифорович общество ĕҫĕнче хастар пулнă: учительсен районти профсоюз организацине 14 ҫул ертсе пынă, ăна район Совечĕн депутатне темиҫе хутчен те суйланă. Унăн хушаматне Пысăк Совет  Энциклопедине кĕртнĕ. Пуҫаруллă ертӳҫĕ 20 ытла наукăпа методика ĕҫĕсен, «Пурнăҫ таппи» кĕнеке авторĕ. Вăл Пĕтĕм Союзри учительсен съездне те хутшăннă.

     Петр Никифоровичăн пултарулăхĕ чăннипех те пысăк хисепе тивĕҫлĕ. Ăна  «РСФСР тата Чăваш АССР шкулĕсен тава тивĕҫлĕ вĕрентекенĕ», тата СССР халăх учителĕ ятне панă. Петр Никифорович 40 ҫул ытла ҫамрăк ăрăва пĕлӳпе воспитании панă,  ҫав шутран чĕрĕк ĕмĕре яхăн Елчĕкри вăтам шкула ăнăҫлă ертсе пынă.

Пирĕн мăн асаттесем чăвашран та ăслă ҫынсем, вăйлă ҫынсем, пултаруллă ҫынсем тухасса хытă шаннă. Халăх шанăҫне унăн мухтавлă ывăлĕсем тӳрре кăларчĕҫ. Вĕсем хăйсен пархатарлă ĕҫĕсемпе ят-сума, мухтава тивĕҫлĕ.

«Чăваш ятне ан ҫĕрт!» - тенĕ ĕлĕкех халăхра. Ҫак сăмахсен пĕлтерĕшĕ чăннипех те пысăк. Кашнинех хăйĕн халăхне тивĕҫлĕ пулма тăрăшмалла. Пултаруллă ентешĕмĕрсем парса  хăварнă пурлăха татах пуянлатмалла. Ку таранччен аталаннă ăслăха ҫĕнĕ шая ҫĕклемелле, культурăпа искусствăна ҫӳллĕ пусăма хăпартса пурнăҫа тĕрлĕ енлĕ илемлетмелле. Юлашкинчен хамăра тивĕҫлĕ йăх-ăру хăвармалла. Ҫакă пулать те этемĕн ҫĕр ҫинчи тĕп тивĕҫĕ. 

Фотогалерея