Тӑван чӗлхе вӑл
халӑхӑн сӑваплӑ та чи таса, чи хаклӑ пурлӑхӗ. Тӑван чӗлхе – тӗнче ӑс-хакӑлӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗш кунӗнче Тӑван чӗлхе кунне уявласси йӑлана кӗнӗ. Ҫакна шута
илсе Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 5 классемпе «Мухтанатӑп эпӗ хамӑн чӗлхемпе» ятпа класс сехечӗ иртрӗ. Класри пӗтӗм ачашӑн
тӑван чӗлхе – чӑваш чӗлхи. Чӑваш чӗлхи – тӗрӗк чӗлхи. Ҫак йышах тутар, пушкӑрт,
казах, узбек тата ытти чӗлхе те кӗрет. Вӗсем пӗтӗмпе хӗрӗх. Тӗрӗк чӗлхисем
пӗр-пӗрне питӗ ҫывӑх. Кашни халӑх хӑйӗн тӑван чӗлхине юратать. Эпир те,
чӑвашсем, хамӑрӑн тӑван чӗлхене упрама тӑрӑшатпӑр. Шел пулин те, ачасем юлашки
вӑхӑтра вырӑсланма пуҫлани курӑнать. Ҫакна ачасем хӑйсем те йышӑнчӗҫ. Мӗнрен е
камран килет-ха ачасем вырӑсланни?
«Паллах, хамӑртан. Пире никам та вырӑсла вӑйпа калаҫтармасть. Хӑш чухне
курнӑҫланатпӑр та пулӗ, пӗр-пӗринчен юлас мар тени те пур. Вырӑсла пӗлни лайӑх,
анчах та хамӑр чӗлхене те вараламалла мар»,- пӗлтерчӗҫ ачасем хӑйсен шухӑшне.
Ҫавӑн пекех ачасем Ҫеҫпӗл Мишши, Петӗр Хусанкай , Якков Ухсайӗ чӑваш чӗлхи
ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсемпе те паллашрӗҫ.
Класс сехечӗ кӑсӑклӑ иртрӗ. Вӗренекенсем
малашне пӗр-пӗрин хушшинче чӑвашла ҫеҫ калаҫма, тӑван чӗлхене юратма, хисеплеме
сӑмах пачӗҫ. «Тӑван чӗлхе пуласлӑхӗ пиртен нумай килет. Пирӗн хамӑр чӑваш
пулнипе мӑнаҫланмалла, савӑнмалла. Кирек ӑҫта кайсан та хамӑрӑн тӑван чӗлхене
манмалла мар. «…Ху чӗлхӳне ху мансан кая юлӑн выльӑхран»,- тенӗ Т.Кириллов.
Апла ан пултӑрччӗ»,- тесе
пӗтӗмлетрӗҫ ачасем класс сехетне.