«Чăваш Енĕн Мухтавлă интешĕсен ҫулне» халалласа Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсемпе Владимир Иванович Агеевăн тĕрлĕ темăпа ӳкернĕ ĕҫĕсен куравĕ иртрĕ

«Чăваш Енĕн Мухтавлă интешĕсен ҫулне» халалласа Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсемпе Владимир Иванович Агеевăн тĕрлĕ темăпа ӳкернĕ ĕҫĕсен куравĕ иртрĕ

Пирĕн ентеш Владимир Иванович Агеев – нумай енлĕ пултарулăхра палăрнă  художник: живопиҫе, графикăна, монументлă искусствăна пахаласа ĕҫленĕ халăх художникĕ, К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин наукăпа искусство наци академийĕн член-корреспонденчĕ.

Владимир Ивановича тивĕҫлипех халăх художникĕ хисеплĕ ят панă. Халăхран тухнă, халăх нушине халăхпа тӳссе ирттернĕ, халăх шăпине тулли сăнарсенче сăнланă. Хамăр районти Аслă Елчĕк ялĕнче 1932 ҫулхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче ҫуралнăскер, вăл ачаранах хамăрăн искусствăна пуҫаракансемпе –М.С.Спиридоновпа, Н.К.Сверчковпа, А.Ф.Мясниковпа, А.Д.Деомидовпа хутшăннă, художникăн тертлĕ профессине пикеннĕ. Шупашкарти художество училищинче, хаяр вăрҫă хыҫҫăнхи выҫлăх ҫулсенче, таланчĕ тĕлĕнмелле чаплă пулнипе, тăрăшса вĕреннипе, вĕҫĕ-хĕррисĕр канмасăр ĕҫлеме пултарнипе тĕлĕнтернĕ. Пĕтĕм тĕнчери халăхсен историне, культурине, искусствине ҫине тăрса тĕпченипе пĕрлех вăл тăван халăхăн пысăк пулăмлă аваллăхне, ку чухнехи ытлă-ҫитлĕ пурнăҫне тĕпченĕ, ăна халиччен курман-шухăшламан енчен илсе сăнара куҫарнă, ун ҫинчен ҫĕнĕлле, чăн пулнине тĕпрен илсе шухăшлама-хаклама вĕреннĕ.

Вĕренекенсем ытларах художникăн «Аслă ҫĕр», «Чăваш вăрманĕ», «Атăл ҫинчи чул ту» ĕҫĕсем кăмăла кайнине палăртрĕҫ. Ĕлĕкхипе хальхи пурнăҫ ҫыхăнăвне, татăлми пĕрлĕхне ăста «Елчĕкри пасарта», «Вăйă карти» картинăсенче, «Асатте ҫапла калатчĕ» графика ярăмĕнче, «Нарспипе Сетнер», «Ҫураҫнă хĕре туй тумне тăхăнтартни» произведенисенче пуян туйăмпа сăнланнине курчĕҫ.

Владимир Агеевăн ӳкерчĕкĕсем пĕтĕм Раҫҫейĕпех саланнă. Вăл ĕҫĕсемпе ҫĕр шыври нумай-нумай выстăвкăсене хутшăннă. Унăн 20 ытла ĕҫне СССР, РСФСР художникĕсен союзĕн выставкисен дирекцийĕ илнĕ. Германири музейсенче те ӳнерҫĕн ҫирĕме яхăн ĕҫĕ упранать.

Ал ĕҫ ăстисен пултарулăхне хакласа вĕренекенсем те паллă ентешсенчен ырă тĕслĕх илессе, ҫитĕнӳ тăвасса шантарчĕҫ.