Елчӗкри вӑтам шкулта «Манӑҫми Хусанкай» поэзи сехечӗ иртрĕ
Кӑҫалхи ҫул Чӑваш Республикинче «Мухтавлӑ
ентешсен ҫулталӑкӗ» пулнӑ май, чӑваш халӑх поэтне, К.В.Иванов ячӗпе
хисепленекен патшалӑх премийӗн тата Чӑваш комсомолӗн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗпе
хисепленекен преми лауреачӗн, Петӗр Хусанкайӑн ятне аса илмесӗр хӑварма ҫук.
Петӗр Хусанкай тӑван культура историйӗнче чӑннипех ҫутӑ та тарӑн йӗр хӑварнӑ.
Талантлӑ поэт, общество деятелӗ, паттӑр салтак, туслӑх элчи, пултаруллӑ куҫаруҫӑ
ҫуралнӑранпа кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче 115ҫул ҫитрӗ. Паллӑ поэтӑмӑра халалласа Елчӗкри
вӑтам шкулта 4-б класра вĕренекен ачасемпе районти тӗп библиотека ӗҫченӗсем «Манӑҫми
Хусанкай» поэзи сехечӗ ирттернӗ. Малтанах библиотекарьсем П.Хусанкайӑн кун-ҫулӗпе
тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ, «Петӗр Хусанкай – Чӑваш поэзийӗн улӑпӗ»
электронла курав-тишкерӳ ирттерчӗҫ. Ачасем «Хусанкай вулавӗсем» акцие хутшӑнса
поэт сӑввисене юратса вуларӗҫ.