Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем «Пушкин карттипе» усă кураççĕ
Кăçал Пĕтĕм Раççейри «Пушкин картти» наци проекчĕ ĕçлеме пуçларĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — çĕршывра пурăнакан мĕн пур çамрăксене вĕсен социаллă лару-тăрăвне пăхмасăр культура тата наци пуянлăхĕсемпе çыхăннă объектсемпе паллашма пĕр пек майсем туса парасси. Çак программăпа усă курса çамрăксем ытларах культура мероприятийĕсене çÿреме пултараççĕ. Елчĕкри вăтам шкулти 10к класра вĕренекенсем районти культура çуртне Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем килеççӗ тесен, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр, «Пушкин карттипе» усă курса билет туянчĕç. Белорусси драматургӗн Алексей Дударевӑн «Ан пӑрахсам мана» пьеси тӑрӑх лартнӑскере асӑннӑ авторӑн Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пирки ҫырнӑ чуна чи тивмелли драмӑллӑ баллади тесе хаклаҫҫӗ специалистсем. Дударев драматургшӑн, режиссершӑн тата актершӑн вӑрҫӑ теми питӗ ҫывӑх иккен. Вӑл — фронтовик ывӑлӗ. Пьесӑри ӗҫ-пуҫ 1944 ҫулта пулса иртет. Разведчика тӑватӑ хӗре шанса параҫҫӗ. Ӗнерхи шкул ачисене курсан вӑл шалт тӗлӗнет. Ара, вӗсемпе унӑн ятарлӑ операци ирттермелле-ҫке. Рольсене Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артистне Владимир Семенова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткисене Елизавета Хрисанована, Светлана Андреевана тата ыттисене шанса панӑ.Шкул ачисем спектакле пысӑк хак пачĕç.