Елчĕкри вăтам шкулта Ҫăварни эрни иртет

Чăвашсем ҫĕр-аннемĕре питĕ хисепленĕ. Чăваш халăхĕн ҫĕр ĕҫĕсене пуҫласа вĕҫленнине паллă тумалли уявсем нумай пулнă. Ҫур акине вĕҫленĕ – акатуй ирттернĕ, утă ҫулса пуҫтарнă – утă пăтти ҫинĕ.

Ҫăварни уявĕ вара, чăннипех халăх кĕтнĕ хаваслă уяв шутланнă. Ҫак уявра сивĕ хĕле ăсатнă, ҫуркуннене, ҫуллана кĕтсе илекен шухăш-туйăмсене палăртнă. Ҫăварни юрри-такмакĕ ҫĕр ĕҫĕпе те тачă ҫыхăннă. Ку уява уй-хирти ĕҫсене хăвăрт, вăр-вар пуҫтармалла пултăр тесе ирттернĕ.

 Елчĕкри вăтам шкулта Ҫăварни уявне халалласа тĕрлĕ ĕҫсем иртрĕҫ. Уроксенче ачасем чăвашсен авалтан пыракан ҫурхи уяв пĕлтерĕшĕ ҫинчен, сăвви-юрри, такмакĕсене аса илчĕҫ, уявпа ҫыхăннă символсене вĕренчĕҫ, усă куракан тĕрлĕ япаласемпе, апат-ҫимĕҫсемпе паллашрĕҫ. Пĕр-пĕрне тутлă икерчĕпе, канихветпа хăналарĕҫ. Пултаруллисем вара чăннипех Ҫăварни юррисемпе савăнтарчĕҫ, авалхи Ҫăварни уявĕнчи йăласене каласа кăтартрĕҫ. Паллах, ҫак юрăсен пĕлтерĕшĕ те питĕ пысăк. Вĕсем вĕренекенсен шухăш-кăмăл пуянлăхне ӳстереҫҫĕ, авалхи уявсен илемлĕхне пур енлĕн курма май параҫҫĕ.