Елчӗк шкулӗн вӗренекенӗсен чӑваш чӗлхипе тата литературипе олимпиадӑри ҫитӗнӗвӗсем

  И.Н.Ульянов ячӗпе  хисепленекен Чӑваш патшалӑх университетӗнче   пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас енӗпе регионсем хушшинчи чӑваш чӗлхипе тата литературипе олимпиади иртрӗ. Олимпиадӑна хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ ачасен шучӗ питӗ пысӑк. Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкултан асӑннӑ олимпиадӑра малти вырӑнсене ҫӗнсе илессишӗн 10-мӗш класра вӗренекен Королева Ксенийӑпа Ванюшина Диана (ертӳҫи – Каринкина Г.В.) тупӑшрӗҫ.

Тупӑшу питӗ хӗрӳ иртрӗ. Тӗрлӗ районтан пуҫтарӑннӑ 22 вӗренекен хушшинче Елчӗк шкулӗн вӗренекенӗсем те хӑйсен ӑс-хакӑлӗпе пултарулӑхне кӑтартма пултарчӗҫ. Королева К. ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫрӗ, Ванюшина Д. призёрсен шутне кӗме пултарчӗ. Сӑмах май каласан, вӗсем иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче те призёрсен йышӗнчеччӗ. Саламлатпӑр ҫӗнтерӳҫӗсене. Вӗсене малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.