Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Олег Николаевăн йышăнăвĕпе 2021 ҫул- Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строителĕсен паттăрлăхне чысламалли çулталăк. 1941-мĕш çул, хĕл пуçламăшĕ. Тăшман Мускав патне çывхарнă. Хÿтĕлев сооруженийĕсене тăвас ĕç пуçармалли çинчен çырса тĕрлĕ хушусем тухнă. Хуласемпе ял-поселок тавра оборона линийĕсем тăвасси чăнласах та пĕтĕм халăх ĕçĕ пулса тăнă. Çак ĕçе вун-вун пин çынна явăçтарнă. Пирĕн районтан та çак ĕçе пурнăçлама нумай çын хутшăннă. Планпа килĕшÿллĕн районтан 6900 çын (вĕсенчен 580 лашаллă) пулмалла пулнă. Кашни колхозăн окоп чавакансене кĕреçепе, мăлатукпа, киркапа, лумпа, кувалтăпа, пуртăпа тата алă пăчкипе тивĕçтермелле пулнă. Пирĕн асаттесем, асаннесем, ун чухне ача-пăча пулнăскерсем, йывăр ĕҫ пуҫласа ăна кĕске вăхăтрах туса пĕтерме пултарнă. Шартлама сивве пăхмасăр, пĕтĕм вăй-халне шеллемесĕр вĕсем пысăк та пархатарлă ĕҫе пурнăҫланă.
Çакă паллă пулăма халалласа эпир те – Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, пысăк ĕҫе сума сăвакан ҫулталăкра тĕрлĕ ĕҫ туса ирттерме тăрăшатпăр. Куравсем, паттăрлăх сехечĕсем, тĕпчев ĕçĕсем, викторинăсем йĕркелетпĕр. Шкулти историпе - тăван тавралăх музейĕнче ҫак паллă пулăма халалласа 9 «к», 7 «к», 6 «б» класра вĕренекенсемпе паттăрлăх сехечĕ иртрĕ. Истори учителĕ Федорова Р.В. вĕренекенсене ҫак астăвăма тĕплĕн ăнлантарса пачĕ, тĕрлĕ экспонатсемпе паллаштарчĕ. Ĕҫ паттăрĕсен тертлĕ те йывăр ĕҫĕ пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче яланлăхах юлĕ, вĕсен паттăрлăхĕ виçесĕр тесе палăртрĕҫ вĕренекенсем.