Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта вӗренекенсем Елчӗк ялӗнчи палӑка юртан тасатни

Кӑҫал хӗл уйрӑмах юрлӑ килчӗ темелле. Ӳркенмесӗр тӑкӑнчӗ те тӑкӑнчӗ шурӑ юрӗ ял-хуласем ҫине. Пур тавралӑх шур пӗркенчӗкпе витӗнчӗ. Хурӑнсемпе чӑрӑшсем те лӑпкӑ та канлӗ ыйхӑра. Урамсем хушшинчи юра тасатсах тӑмасан ашса та тухса пӗтме ҫук пулӗ. Вӑрҫӑра пуҫ хунӑ ентешсене асӑнса лартнӑ палӑк та кӑпӑшка юр айне пулнӑ. Анчах та Елчӗк шкулӗн вӗренекенӗсем хӑйсен тивӗҫне сумлӑн пурнӑҫласа пыраҫҫӗ. Кашни юр ҫумассерен палӑк умӗнче ачасен хаваслӑ сассине илтме, хӑйсем тӑрӑшсах кӗреҫесемпе юра енчен енне вӑркӑнтарнине курма пулать.

Хальхинче Елчӗк ялӗнчи палӑк умне Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 10 «Б» тата 10 «К» классенче вӗренекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. Ӗҫ вӗресе ҫеҫ тӑрать: кам хырать, кам тӗртет, кам шӑлать… Никам та ӗҫсӗр тӑмасть. Пӗр-пӗринпе калаҫса та шӳтлесе ӗҫленӗ май вӑхӑт иртни те сисӗнмерӗ. Часах палӑк та, палӑк умӗ те юртан тасалса ҫитрӗҫ.

«Эпир вӑрҫӑра пуҫ хунисен умӗнче ӗмӗр парӑмра. Пирӗн вӗсем  ҫинчен нихҫан та манма юрамасть. Палӑк умне тирпейлесе, тасатса тӑрасси – пирӗн тивӗҫ»,- ҫапла пӗтӗмлетӳ туса килӗсене саланчӗҫ вӗренекенсем.