Хӗл хырӑмӗ аслӑ теҫҫӗ

   Хӗл хырӑмӗ аслӑ теҫҫӗ.  Çулла ӗҫлеме ӳркенсен хӗл каҫма хӗнтерех пулать пулӗ. Хӗлле тутӑ пурӑнас тесен аванах вӑй хума тивет. Ахальтен каламан ӗнтӗ ваттисем ҫу кунӗ ҫулталӑк тӑрантарать тесе. Пахча ҫимӗҫне пуҫтарса кӗртнӗ ӗнтӗ. Анчах та кая юлса пулакан ҫырласене пуҫтарса илеймен-ха. Шӑпах ҫак ӗҫе туса ирттерме Елчӗк шкулӗнче вӗренекенсем шкул пахчине пуҫтарӑнчӗҫ. Кӑҫал ҫырла чӑнах та ӑнса пулнӑ. Татма кӑна ӳркенмелле мар.  Сырлан ҫырли (облепиха) аякранах куҫа илӗртсе ларать. Унӑн усси питӗ пысӑк.  Вӑл сиплемен чир те ҫук пулӗ. Тӗрлӗ вирус чирӗнчен, вар-хырӑм ыратнинчен, шӑнса пӑсӑласран, сывлӑш тухманнинчен сиплет сырлан ҫырли. Унӑн ҫырлинче  тем тӗрлӗ витамин  та пур. Çавӑнпа та питӗ тӑрӑшса ӗҫлерӗҫ ачасем, пӗр ҫырлине те ҫӗре ӳкерес марччӗ тесе тӑрӑшрӗҫ.

   Шкул пахчинче кӳкен те (тёрн)ӑнса пулнӑ. Йывӑҫ тураттисем ҫырлисене йӑтса ларайманнипе усӑна-усӑна аннӑ. Унӑн ҫырли А, В1, В2 , В3 , С витаминсемпе пуян.   Кӳкен ҫырли рак  шыҫҫисене аталанма памасть, чӗре чирӗнчен хӑтӑлма пулӑшать, нерв чирӗнчен сиплет. Асӑннӑ ҫырласен уссине каласа та пӗтереймӗн. Кашни ӗҫӗн хӑйӗн вӑхӑчӗ. Пиҫсе ҫитнӗ ҫырлана тӑкӑнса пӗтме памасӑр йӑлтах пуҫтарса кӗртрӗҫ ачасем.

  Лавккасенче сутакан газлӑ шывсене илсе ӗҫиччен хамӑр пахчара туса илнӗ ҫырларан вӗретнӗ компот  темиҫе хут та усӑллӑрах  та сиплӗрех.

  Кунӗпе ача сассипе кӗрленӗ сад пахчи шӑпланчӗ. Çырлисене татса илнӗ йывӑҫсен хӗл каҫма хатӗрленесси ҫеҫ юлчӗ.