Чăвашла, вырăсла, тутарла, нимĕçле, акăлчанла, французла янăрарĕ «Нарспи» поэма Елчĕк шкулĕнче

2020 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче чăваш поэзийĕн чи çутă çăлтăрĕ, вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕ Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 130 çул çитрĕ. Константин Иванов чăваш халăхĕшĕн çеç мар, пĕтĕм Раççейшĕн хаклă ят. Вăл чăваш литературине пуçарса яраканĕ çеç мар, чăваш халăх культурин кĕмĕл сассине чĕртсе яраканĕ те.

К.В. Иванов - чăваш поэзийĕн нихçан сỹнми çăлтăрĕ, мухтавĕпе чапĕ. Унăн кунĕ-çулĕ ăраскаллах пулман: хури-шуррине нумай курнă вăл. Йывăр чирĕ ăна çамрăклах пирĕнтен уйăрса кайнă. Анчах поэт тăван халăхшăн тунă улăпла пысăк ĕç унăн ятне чыслăн, тасан, пархатарлăн упрать. Паян "Нарспие" çĕр çинчи мĕн пур чăваш юратса вулать, унпа хавхаланать, унпа чунне уçать. Халăхăмăрăн сăвăçисем Константин Иванова хăйсен чи аслă сăвăçи тесе шутлаççĕ, хăйсен ĕçне "Нарспи" шайĕпе пахалаççĕ, Слакпуç каччи çинчен сăвă-юрă хываççĕ.

Çак паллă куна халалласа Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан вăтам шкул ертӱçипе вĕрентекенĕсем те пысăк ĕç туса ирттерчĕç. Вĕсем К.В.Ивановăн «Нарспи» поэминчи «Сарă хĕр» сыпăка ултă чĕлхепе вуларĕç. Чăвашла, вырăсла, тутарла, нимĕçле, акăлчанла, французла янăрарĕ «Нарспи» поэма. Поэмăн кашни йĕркине чĕрене пырса тивмелле, чуна тыткăнламалла вулама пултарни вара эпир чăннипех те паллă поэта асран яманнине, унпа мăнаçланнине çирĕплетсе парать.

Хăйĕн улăпла паттăр ĕçĕпе Константин Васильевич хăйне çутă кун-çул хыврĕ. Вăл - халăх асĕнче, халăх чунĕнче ĕмĕрлĕхех юлĕ.

 

                                        

 

Ссылка на видео - https://www.youtube.com/watch?v=_5T65uQlokU