Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи эрни иртрӗ. Кӑҫалхи эрнене Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул , Аслӑ Ҫӗнтерӗве 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. Эрне , паллах, ытти ҫулхисенчен урӑхларах иртрӗ. Пӗлтӗр пӗтӗм мероприятие шкулта туса ирттернӗ пулсан, кӑҫал вара вӗренекенсен мероприятисене дистанци мелӗпе хутшӑнма тиврӗ. Анчах ҫакӑ ӗҫӗн тухӑҫлӑхне пачах та чакармарӗ,пушшех те ӱстерчӗ тесе каласан та йӑнӑш пулмасть пулӗ. Эрнере мӗн тума палӑртнине пурне те пурнӑҫа кӗртрӗмӗр. Вӗренекенсем те хӑйсен ӗҫӗсемпе кӑмӑллӑ юлчӗҫ тесе калас килет.
Эрнен пӗрремӗш кунӗнчех сӑвӑ вулакансен конкурсӗ иртрӗ. Ку конкурса 1-8 классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Чи хастаррисем вара кӗҫӗн классенче вӗренекенсем пулчӗҫ. Вӗсене уйрӑмах тав сӑмахӗ калас килет. Чӗрене пырса тивмелле шӑрантараҫҫӗ вӗсем хӑйсем суйласа илнӗ сӑвӑсене. Кунта ытларах чӑваш чӗлхи , вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем нумай пулчӗҫ. Уйрӑмах кӗҫӗн классенче вӗренекен Усанова Анна, Филиппова Мария, Головина Виктория, Афанасьев Павел, Егорова Анна, Безрученко Дарья, Евдокименко Камила, Кудрина Ангелина, Романов Матвей, Карсакова Валерия , Чернов Всеволод, Николаева Мария, Гаврилова Надежда, Федотова Алина, Данилова Дарья ячӗсене палӑртмасӑр иртме ҫук. Пурте маттур, пурте пултаруллӑ, кашнийӗн ятне асӑнса та пӗтереймӗн. 5-7 –мӗш классем хушшинче вара Воробьева Ксения, Макаров Артур, Мурзакаева Елизавета чи пултаруллисем пулчӗҫ.
Эрнен иккӗмӗш кунӗнче «Тӑван халӑхшӑн тӑрӑшакансем» викторина иртрӗ. Викторинӑна И.Я.Яковлев, К.В.Иванов тата Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ тӑрӑх хатӗрленӗ ыйтусенчен 7-8-мӗш классенче вӗренекенсем валли йӗркеленӗ. Ятарласа шкул кӗнекисенче ҫук ыйтусене суйласа илнӗ викторина валли. Хуравсемпе паллашнӑ май ҫапла пӗтӗмлетӱ тума пулать: вӗренекенсем чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр ҫинчен те, «Нарспи» поэма авторӗ ҫинчен те, «хастарлӑ хыт утӑмлӑ» пулма чӗнекен поэтӑмӑр ҫинчен те питӗ нумай пӗлеҫҫӗ. Апла пулсан, чӑвашран тухнӑ паллӑ ҫынсем халӑх асӗнчен нихӑҫан та каяс ҫук. Вӗсем ӗмӗр-ӗмӗр пирӗн чунра упранӗҫ.
Эрнен виҫҫӗмӗш кунӗнче Г.Н.Волков хайлавӗсем тӑрӑх тунӑ ӱкерчӗксен конкурсӗ иртрӗ. Конкурса 5-6 классенче вӗренекенсем хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ. Ачасене ытларах паллӑ ӑсчахӑн «Ӑслӑ ача» хайлавӗ килӗшни палӑрчӗ ӱкерчӗксене тишкернӗ май. Ку конкурса уйрӑмах Московский Илья, Скворцов Алексей, Ишмуратов Никита, Ашмарина Кристина палӑрчӗҫ. Мӗн тери ӗненмелле ӱкерсе пама пултарнӑ вӗсем хӑйсем вуланӑ хайлава. Маттур, ачасем!
Эрнен тӑваттӑмӗш кунӗнче «Чӑваш чӗлхи! Янра эс ӗмӗр-ӗмӗрех!» сӑвӑ ҫыракансен конкурсӗ иртрӗ. Вӗренекенсем ку конкурса хаваспах хутшӑнчӗҫ. Сӑвӑ ҫырас ӗҫ пачах та ҫӑмӑл ӗҫ мар. «Сӑвӑ ҫырас ӗҫре пултарулӑх кӑна ҫителӗксӗр, Турӑ пани пулмалла»,- тенӗ мар-и халӑхра? Чӑнах та ҫапла. Ку ӗҫе пурте пултараймаҫҫӗ. Анчах та кӗҫӗн класра вӗренекенсем хушшинче та сӑвӑ ҫыракансем пулни савӑнтармаллипех савӑнтарчӗ. 2- мӗш класра вӗренекен Евдокименко Камила хӑйӗн сӑввине ҫапла вӗҫлет : «Эпир, вӗтӗр-шакӑрсем, курман вӑрҫӑ хӑватне. Ҫакӑншӑн ветерансем тивӗҫех тав сӑмахне»,- тет вӑл. Ачасем мӗн пӗчӗкрен ветерансене хисеплеме, лӑпкӑ пурнӑҫшӑн вӗсене тав тума пӗлсе ӱснинче, паллах, вӗрентекенсен тӱпи те пысӑк. 4-мӗш класра вӗренекен Пузырёва Арина вара конкурса «Чӑваш ен» ятлӑ сӑввине видео ӱкерсех ярса панӑ. Вӑл хӑйӗн сӑввинче чӑвашсен ӗҫченлӗхне, сатурлӑхне мухтать, тӑван тавралӑх илемне ырлать. 5-мӗш класра вӗренекен Чернова Эвелина сӑввисем те чуна тыткӑнларӗҫ. Автор ҫут ҫанталӑк чӗрӗлсе пынине, пӗтӗм тавралӑх ыйхӑран вӑраннине сӑнланӑ хӑйӗн сӑввисенче.
Эрнен пиллӗкмӗш кунӗнче Елчӗк шкулӗн вӗрентекенӗсемпе вӗренекенӗсем шкул ертӱҫипе пӗрле «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2020» акцие хутшӑнчӗҫ. Ӗҫсене тӗрӗслесе пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн мӑнаҫлансах ҫакна калама пулать: ӑслӑ, пултаруллӑ, матур та тавҫӑруллӑ ачасем вӗренеҫҫӗ Елчӗк шкулӗнче. Шкул ертӱҫипе вӗрентекенсем вара вӗсемшӗн яланах тӗслӗх вырӑнӗнче пулӗҫ.
Эрнен улттӑмӗш кунӗнче Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа ал ӗҫӗсен куравӗ пулчӗ. Курава 1-11 классенче вӗренекенсем хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ. Хӑйсем ӑсталанӑ ал ӗҫӗсемпе сӑн ӱкерттерсе ярса пачӗҫ вӗсем. Тем тума та, тем шутласа кӑларма та, тем ӑсталама та пултараҫҫӗ халь ачасем. Вӗсен тавракурӑмӗ те вӑйлӑ аталаннӑ. «Ӱркенмен ӑста пулнӑ»,- теҫҫӗ халӑхра. Ҫакна ҫирӗплетсе пачӗҫ те ӗнтӗ вӗренекенсем хӑйсен ал ӗҫӗсемпе.
Ҫавӑн пекех вӗренекенсем эрне хушшинче «Эпӗ чӑвашла калаҫатӑп» акцие хутшӑнма та манса каймарӗҫ. Елчӗк шкулӗнче чӑваш чӗлхи эрни чӑннипех те тивӗҫлӗ шайра иртрӗ тесе калама пулать.