2020 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акци иртрӗ. Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан вӑтам шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем те айккинче тӑрса юлмарӗҫ, диктант ҫырса хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслеме хапӑл пулчӗҫ. Сӑмах май каласан, Елчӗк шкулӗнче вӗрентекенсем ҫак акцие кашни ҫулах хутшӑннӑ. Кӑҫал вара шкул ертӱҫи те, Л.Н.Васильева та, ҫак акцие хутшӑнма кӑмӑл турӗ. «Чӑваш Республикинче пурӑнатпӑр. Пирӗн район, Елчӗк районӗ, чӑн чӑваш чӗлхине тытса пыракан районсенчен пӗри тесен те йӑнӑш пулас ҫук. Диктант тахҫантанпах ҫырманччӗ. Маншӑн ҫак ӗҫе пурнӑҫлама питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ. Самантлӑха пулсан та, хама шкул ачи вырӑнӗнчех туйрӑм, ачалӑха, шкулта вӗреннӗ вӑхӑтсене аса илтӗм. Эх, каялла тавӑрасчӗ ҫавсене»,- савӑк кӑмӑлпа калаҫать Лариса Николаевна.
Ҫавӑн пекех шкулта вӗренекен 93 ачапа тата 4 вӗрентекен палӑртнӑ вӑхӑтра кам компьютер умне, кам радиоприёмник умне ларса текста тимлӗн итлеме хатӗр пулчӗҫ. «Тăван радио» тата «Наци радиовĕ» эфирĕсенче диктант текстне вулама Чăваш наци радиовĕн аслă редакторне Владимир Егорова çирĕплетнӗ. «Вӑл текста питӗ уҫӑмлӑн вуларӗ, ун хыҫҫӑн ҫырса пыма пачах та йывӑр пулмарӗ»,-теҫҫӗ вӗренекенсем. «Диктанта килте ҫыртӑм пулсан та (тӑван килте сценасем те пулӑшаҫҫӗ мар-и) ӗҫе пуҫӑниччен питӗ пӑлхантӑм. Начар ҫырса япӑх паллӑ илесрен те хӑрарӑм. Анчах та диктанта ҫырма пуҫласан пӑлханни иртсе кайрӗ.Текст вара темле йывӑрах та мар иккен»,- тет 10-мӗш класра вӗренекен Катя.
«Эпӗ 11-мӗш класра вӗренетӗп. Ӗҫ нумай пулсан та (экзаменсем ҫывхарса килеҫҫӗ вӗт!) диктант ҫырма вӑхӑт тупрӑмах. Текста вулама пуҫласан вара питӗ савӑнтӑм, мӗншӗн тесен тӑван литература урокӗнче эпир нумаях пулмасть Ю.Скворцовӑн «Уках хурӑнӗ» хайлавне пӑхса тухнӑччӗ. Шӑпах ҫав хайлавран илнӗ сыпӑк. Маншӑн вӑл пачах та йывӑр пулмарӗ»,- илтӗнет лини тепӗр вӗҫӗнчен Дианӑн хаваслӑ сасси.
«Эпӗ 3-мӗш класра ҫеҫ вӗренетӗп пулсан та аппапа пӗрле диктант ҫырма кӗрсе вырнаҫрӑм. Йывӑр пулсан ҫырмӑп терӗм. Анчах та пӗр ҫырма пуҫласан вара парӑнас килмерӗ, вӗҫне ҫитрӗм-ҫитрӗмех. Ҫӑмӑл мар паллах, анчах та питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ»,- савӑнӑҫне пытараймасть виҫҫӗмӗш класра вӗренекен Светлана.
Чи пӑлхануллӑ тапхӑр хыҫа юлнӑ ӗнтӗ. Халӗ ачасемпе вӗрентекенсен ӗҫӗсене тӗрӗслесе хак парасси ҫеҫ юлчӗ. Вӗренекенсемпе вӗрентекенсем хӑйсен ӗҫӗсене тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫланине шанас килет.