«Эпĕ чăвашла калаҫатăп» акци иртет

Чăваш чĕлхи кунне халалласа ака уйăхĕн 20-25-мĕшĕсенче «Эпĕ чăвашла калаҫатăп» акци иртет.   Акцие чăвашла калаҫакан кирек кам та хутшăнма пултарать: чăваш чĕлхи ҫинчен сăвă вуласа е юрă юрласа видео ҫине ӱкерсе илмелле те  эпĕ чăвашла калаҫатăп  хештегпа социаллă сетьсене вырнаҫтармалла.

Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем те çак акцие хутшăнма кăмăл турĕç. 1-11 класра вĕренекенсем чăвашла сăвăсене вуласа видео çине ÿкерсе пыраççĕ.Ытларах кĕçĕн класра вĕренекенсем сăвă вулама кăмăллани палăрчĕ.

Пурне те ăнăçу сунатпăр.