Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта чылай çул ĕнтĕ музей ĕçлет. Кунта ачасене курмалли, пĕлмелли питĕ нумай. Çак кунсенче аваллăх управăшĕнче пĕрремĕш класра вĕренекенсем пулчĕç. Вĕсене музея йĕркелесе пыракан Кушманова Н.В. хавас кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Пĕчĕк шăпăрлансене пӳлĕмсемпе паллаштарчĕ, паллă çынсем çинчен каласа пачĕ. Ачасене уйрăмах Аслă вăрçа халалланă кĕтес тата чăваш халăхĕн авалхи кун-çулне кăтартакан пӳлĕм килĕшрĕ. Ачасем иртнĕ ĕмĕрти шкул хатĕрĕсене, мăн асаттесемпе асаннесен çи-пуçне, ĕç хатĕрĕсене курса тĕлĕнчĕç, Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 75 çул çывхарнă майăн музей пӳлĕмĕсенче тата нумай çĕнĕлĕхсем пулĕç. Вĕсемпе паллашма пĕрремĕш класс ачисем татах килсе курма калаçса татăлчĕç.