Чÿк уйăхĕн 16 – мĕшĕнче Михаил Кузьмич Кузьмин (Çеçпĕл Мишши) çуралнăранпа 120-çул çитрĕ. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та паллă сăвăçа халалласа тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç.9 «к» класра вĕренекенсем кĕçĕн классенче пулса «Юр айне пулнă сар кайăк» презентаципе паллаштарчĕç. Воробьева Ксения «Чăваш чĕлхи», Патшин Даниил «Хурçă шанчăк», Ильина Лилия «Иртнĕ самана», Ильина Алина «Чăваш арăмне», Тарасова Анастасия «Йывăр шухăшсем», Чернова Дарина «Чăваш ачине» сăввисене чуна пырса тивмелле вуларĕç. Вĕренекенсем вĕсен пултарулăхне сенкер экран çинче курса савăнчĕç.
Шкул библиотекарĕ – Федорова В.В. «Кăвар чĕреллĕ сăвăç» ятпа кĕнеке куравĕ йĕркелерĕ, вĕренекенсене унăн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.
Уçă уроксенче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем чăваш поэчĕ – Çеçпĕл Мишши тăван чĕлхене мĕн тери хакланине, тăван халăха çутта кăларас тесе вăл мĕнле çуннине, пурнăçа чун-чĕререн юратнине тепĕр хут çирĕплетсе каласа кăтартрĕç.
Эпир те хастар, хăюллă поэтăмăрăн ĕçĕсене малалла туса пырар. Тăван чĕлхене упраса пурăнасчĕ, унпа тасан та илемлĕ калаçасчĕ
«Эс тĕлĕнмелле пултаруллă,
Вутлă-хĕмлĕ, çиллĕ-тăвăллă
Юррусем янраççĕ, ĕçÿ чаплă,
Сассу аслати пек хăватлă.»