Утă уйăхĕн 12-мĕш кунĕнче тĕне ĕненекенсем пысăк уяв ирттереççĕ. Вăл – Питрав. Иисус Христос вĕренекенĕсене тата Çăлавçăн ĕçне малалла тăснă Петрпа Павăла асăнмалли кун. Питрава çу тÿпи тесе шутлаççĕ. Çак кунран çанталăк кĕр енне сулăнать: кунсем хăвăрт кĕскелме пуçлаççĕ, каçсерен сывлăш нÿрелет, ăшă тăхăнмасан сивĕ витĕрех çапать. Кайăксем юрлама пăрахаççĕ. Авал чăвашсем Питрав çитмесĕр пĕр çырла та çимен. Питравра вара кăмакаран какайпа çĕнĕ пахча çимĕçрен хатĕрленĕ кукăль пĕçерсе кăларнă, тăванĕсене уява йыхравланă. Шăпах çак кун пуçласа çырла тутанса пăхнă.
Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул пахчи те паян ирех хаваслă ача-пăча сассипе тулнă. Питрав çитнĕ. Шăпах çырла çимелли кун. Шкул пахчинче вара çырла кăçал чăнах та ăнса пулнă: хăмла çырли ,хура хурлăхан, йĕплĕ хурлăхан, хĕрлĕ хурлăхан, чие-тем çырли те пур кунта, татма кăна ан ÿркен. Хĕл хырăмĕ пысăк теççĕ. Çулла ĕçлеме ÿркенсен вара хĕлле выçă ларма тивет. Кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ пур. Çырла та вăхăтра татмасан тăкăнса пĕтме пултарать. Хамăр мĕн пĕчĕкрен пăхса ÿстернĕ йывăçăн пĕр çырлине те çухатас килмест. Çавăнпа та питĕ тăрăшса ĕçлеççĕ ачасем. Пахчара хаваслă ĕç шавĕ кĕрлесе кăна тăрать. «Пĕччен суран-типсех пырать, ушкăн сурать- кÿлĕ пулать»,- тенĕ мĕн авалтан ваттисем. Чăнах та çапла иккен вăл. Тин анчах витресем пушăччĕ, вĕсем тулассăн та туйăнмастчĕ. Акă тулса та пыраççĕ. Ахальтен каламан çав : «Куç хăрать те, ал тăвать»,- тесе. Ушкăнпа чухне вăхăт иртни те сисĕнмест. Хамăр пуçтарнă çырларан вĕретнĕ компот вара лавккасенче сутакан газлă пылак шывсенчен темиçе хут та усăллăрах.