Елчĕк шкулĕнче ĕç шавĕ пĕрре те лăпланмасть

Елчĕк шкулĕ ача сассисĕр тунсăхлать пулин те, хаваслă ĕç шавĕ кунта пĕрре те лăпланмасть. Хамăрăн тăван шкула çĕнĕ вĕренӱ çулне тивĕçлĕ шайра хатĕрлесе çитерес тесе ырми-канми вăй хучĕç вĕрентекенсемпе ытти шкул ĕçченĕсем. Вĕренӱ кабинечĕсем ачасене кĕтсе илме тахçанах хатĕр ĕнтĕ. Сăрласа илем кӱртнĕ вăрăм та çутă  коридорсем те, çуса тасатнă пысăк чӱречесем те ачасене шкула йыхăраççĕ.

Акт залĕнче те кăçал ĕç вĕресех тăчĕ. Тĕрлĕ пуху ирттермелле-и, ĕçлĕ канашлу-и, шкулта йăлана кĕнĕ пĕр-пĕр уяв иртет-и - зал пурне те питĕ хавас. Кунта кĕме те кăмăллă. Тирпейлĕн çуса çакнă чӱрече каррисенчен хĕвел шевли сăрхăнса кĕрет, сценăна вара хитре чаршав илем кӱрет.

Халĕ компьютерпа, çĕнĕ технологисемпе çывăх туслашмасăр пурнăç юхăмĕпе ĕлкĕрсе пыма та кансĕртерех пулĕ. Çакна шута илсе, акт залне проектор та вырнаçтарчĕç. Сцена варринче вара пысăк экран таçтанах курăнса мăнаçланать. Тин анчах сăрланă урайне пусма та шиклентерет. Сăн курăнасла йăлтăртатса куçа йăмăхтарать вăл. Йĕркипе вырнаçтарнă çемçе хыçлă пукансем те хăйсем патнелле илĕртеççĕ. Пурте хăй вырăнĕнче кунта-паян тесен паян пĕр-пĕр ĕçлĕ канашлу ирттерме пулать. Шкул ĕçченĕсем чунне парса ĕçлени зала пырса кĕрсенех курăнать.

Часах акă каникул та вĕçленĕ. Шкул каллех ачасен хаваслă сассипе тулĕ. Юсанă, сăрласа илем кĕртнĕ, хальхи самана ыйтакан  пĕтĕм услови пур шкулта вара вĕренме  кăсăклăрах та кăмăллăрах пулĕ.

Фотохроника