Елчĕкри вăтам шкулта чăваш эрни тăсăлать

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Елчӗк шкулӗн Кӗҁӗн Таяпа ялӗнчи 6-7-мӗш класра вӗренекенсем литература вӑййине хутшӑнчӗҁ. Литература вӑййи – шухӑшлавлӑ ӗҁ, пултарулӑха ,ҁӗнтерÿ савӑнӑҁне палӑртни. Тӗрлӗ ĕҫсем урлă тӑван литературӑпа мӗн вӗреннине аса илме тӑрӑшрĕҫ. Тупăшăва 4 ушкӑна пайланса вылярĕҫ. Вӑййа хутшӑнакансем хӑйсен пултарулӑхне 7 тӗрлӗ ӗҁ пурнӑҁласа тӗрӗслерӗҁ. Кашни ӗҁ хӑйне майлӑ кӑсӑклӑ пулчӗ. Ачасем хӑйсен пӗлӗвне пӗр-пӗринпе танлаштарма, нумай япалана тепӗр хут аса илме тӑрӑшрӗҁ. «Пӗри- пуриншӗн, пурте – пӗриншӗн» девизпа ӗҁлерӗҁ. Ӗҁе пӗтӗмлетнӗ май вӑйӑ сӑмахӑн кластерне турӗҁ. Литература  вӑййипе  ачасем кăмăллă пулчӗç.

Йӑлана кӗнӗ май, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» кӑҁал та ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртрӗ. Акцие  Чӑваш чӗлхи кунне тата Шупашкар хули йӗркеленнӗренпе 550 ҁул ҁитнине халалланӑ. Унӑн тӗп тӗллевӗ- чӑваш чӗлхи пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ÿстересси. Кӑҁал диктанта Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҁачӗн корреспонденчӗ, Раҁҁей журналисчӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин профессионал ҁыравҁӑсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин ҁамрӑксен премийӗн лауреачӗ тата пирӗн ентеш Владислав Николаев ҁыравҁӑн, журналистӑн, куҁаруҁӑн, чӑвашсен пӗрремӗш актрисин Тани Юнӑн пултарулӑхне халалланӑ текст тӑрӑх ҁыртӑмӑр. Пӗтӗм чӑваш диктантне Елчӗк шкулӗн Кӗҁӗн Таяпа ялӗнче пурӗ 28-ăн ҁырчӗҁ, Елчĕкри вăтам шкултан -140 вĕренекен. Диктант ҁырса 5-11-мӗш класра вӗренекенсемпе  вӗрентекенсем  хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслеме пултарчӗҁ