Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак уява чăвашсене çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун ячĕпе çыхăнтарнă. Чăваш чĕлхи кунне Елчĕкри вăтам шкулăн Таяпа Энтри ялĕнче кашни çулах чаплăн паллă тăваççĕ. Паян шкулта кунĕпех вӗренекенсем чăваш кĕпи тăхăнса çÿрерĕç. Уроксем хыççăн пĕтĕм коллектив чăваш тӗррисемпе илемлетнӗ зала пуçтарăнчӗ. Уяв пуçламăшӗнче ялти вулавăш ертÿçи Ефремова З.П. авалхи чăвашсен кӗллипе паллаштарчӗ. Вăл ертсе пынипе хатӗрленӗ ачасен ушкăнӗ чӗлхе çинчен чуна пырса тивмелли хайлавсем вуларӗ.
Кăçал Раççейре Театр çулталăкĕ пулнă май, эпир те уявра «театр тĕнчинче» пултăмăр. Кашни класра вĕренекенсем юмах, юптару, кулăшла сценка кăтартса пачĕç. Класс ертÿçи Шадрикова С.А. ертсе пынипе пӗрремӗшсем «Пукане» ятлă чăваш халăх юмахне питĕ хитре вылярĕç.
Пирĕн республикăра кăçалхи çул чăваш поэзийĕн классикĕн - Çеçпĕл Мишшин - 120 çулхи юбилейĕ. Ачасем поэтăн сăввисене уçăмлă, палăртуллă вуларĕç. 2,4-мӗш класра вӗренекенсем «Асамат кӗперӗ», «Чăваш чӗлхи» юрăсемпе уява илем кÿчӗç.
Уяв куракансен кăмăлне кайрĕ. Çак кун ачасен асĕнче нумайлăха асра юлĕ.