Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта «Тӑван чӗлхе малашлӑхӗ ҫинчен эпӗ мӗн шутлатӑп» ҫавра сĕтел иртрӗ

Ака уйӑхӗн  24-мӗшӗнче Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти 11-мӗш класра вӗренекенсем тата чӑваш чӗлхипе литературине  вӗрентекенӗсем ҫавра сӗтел йӗри-тавра пухӑнса «Тӑван чӗлхе малашлӑхӗ ҫинчен эпӗ мӗн шутлатӑп» темӑпа калаҫу ирттерчӗҫ.

Калаҫӑва ачасем хастар хутшӑнса хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗсене уҫса пама тӑрӑшрӗҫ.

Шкул ачисене тӑван чӗлхе  пӗтсе пыни питӗ пӑшӑрхантарать иккен. «Чӑваш чӗлхи пӗтсен, халӑх та пӗтет», -  теҫҫӗ вӗренекенсем. «Хальхи ачасем мӗн пӗчӗкрен телевизорпа тата кӗсье телефонӗпе туслашаҫҫӗ, ҫавна пулах вырӑсланса пыраҫҫӗ»,-тесе ӑнлантараҫҫӗ вӗсем.

Вырӑсла пӗлни лайӑх, анчах ҫав вӑхӑтрах тӑван чӗлхене те манмалла мар, май килнӗ таран аталантарма тӑрӑшмалла, хамӑр чӑваш пулнишӗн мӑнаҫланса тӑмалла. Чӑваш чӗлхи - вӑл пирӗн атте-анне чӗлхи, вӑл пирӗн культура, пирӗн пуласлӑх тесе пӗтӗмлетӳ туса хӑварчӗҫ ҫавра сӗтел йӗри-тавра пуҫтарӑннӑ вӗренекенсемпе вӗрентекенсем.

Ҫак темӑпа ирттернӗ калаҫу ачасене питӗ килӗшрӗ. Мероприяти ырӑ кӑмӑлпа вӗҫленчӗ.