Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче черетлӗ хут «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль иртрӗ. Унта 1-4 класра вӗренекен 95 маттур шкул ачи пухӑнчӗ. Фестивалӗн тӗллевӗ шкул ачисене чӑвашлӑх тӗнчине кӗртесси, чи пултаруллисене, чи тавҫӑруллисене тупса палӑртасси пулчӗ. Ачасем пурĕ 4 номинацире тупăшрĕç: «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Чăваш апачĕ», «Янра, чăваш юрри».
Ҫак фестивальте Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан вăтам шкулти 1-4 класра вĕренекенсем те йышлăн хутшăнчĕç. Вĕсем кашни номинацирех хăйсен пултарулӑхне кăтартрĕç, малтисен шутĕнче пулчĕç.
«Сăмах илемĕ» номинацире мала тухнисем:
2-мӗш вырӑн — Усанова А., 1-мĕш класс, Елчĕк шкулĕ (ертÿçи – Молоствова В.Г.);
3-мӗш вырӑн — Чернов П., 4- мĕш класс, Елчĕк шкулĕ, (ертÿçи – Маркова Т.Г.);
«Чăваш апачĕ», номинацире мала тухнисем:
1-мӗш вырӑн — Григорьева З., 2 – мĕш класс, Елчĕк шкулĕ (ертÿçи - Зайцева С.М.);
2-мӗш вырӑн — Львова Л., 3-мĕш класс, Елчĕк шкулĕ (ертÿçи - Маркова Л.Н.);
«Янра, чăваш юрри» номинацире мала тухнисем:
1-мӗш вырӑн — 2-мĕш класра вĕренекен хĕр ачасен ушкăнĕ, Елчĕк шкулĕ (ертÿçи – Идутова И.Н.);
2-мӗш вырӑн —Молодов А., Филиппова М., 1-мĕш класс, Елчĕк шкулĕ (ертÿçи – Молоствова В.Г.);
«Чăваш вăййи» номинацире мала тухаканĕ:
1-мӗш вырӑн — Евдокименко К., 1-мĕш класс, Елчĕк шкулĕ (ертÿçи – Данилова А.Н.)
Ачасен пултарулӑхне пӑхатӑн та ним иккеленмесӗр чӑн-чӑн артист ҫитӗннине палӑртма пултаратӑн. Саламлатпăр вĕсене, ăнăçу сунатпăр.