Ҫăварни – чăвашсен чи асамлă та савăнăҫлă уявĕ. «Ҫăварни» тени тепӗр майлă «ҫу эрни», «хӗле ăсатни», ҫуркуннене кӗтсе илни. Кашни тăрăхра вăл тӗрлӗрен иртме пултарнă, ҫавна пула ачасене вырăнти юрра-ташша вӗрентни тӗп вырăн йышăнать. Пирӗн хамăр тăрăхри юрăсене сыхласа хăварма тăрăшмалла. Ҫавăн чухне кăна эпир чăвашлăха, йăла-йӗркене, авалхи сăмахлăха сыхласа хăварма пултаратпăр. Чăвашăн Ҫăварни уявӗ вырăссен Масленица уявӗпе, урăхла каласан хӗле ăсатнипе тӳр килнӗ. Уявăн чи пĕлтерĕшлĕ пайĕ - çуллă икерчĕ. Икерчĕ хĕл каçа тунсăхласа çитнĕ сар хĕвел евĕр.
Пуш уйăхĕн 6 – мĕшĕнче Елчĕк шкулĕн Кĕçĕн Таяпа ялĕнчи ачисем Çăварни уявне пуçтарăнчĕç. Вĕренекенсемпе ача садне çӳрекенсем, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем уява питĕ тăрăшса хатĕрленчӗç: сăвă-юрă вӗренчӗç, тӗрлӗ икерчӗ пӗçерчӗç, уяв тум-тирӗ хатӗрлерӗç. Паян вара пурте савăнăçлă, хăйсем мӗн пултарнине тӗрлӗ вăйăра, юрă-ташăра кăтартма пултарчӗç, вăй-халне тӗрӗслерӗç. Классенчи асчасем уяв сӗтелӗ хатӗрлесе ăмăртрӗç, пӗр-пӗрне хăналарӗç. Уяв вӗçӗнче Çăварни карчăкне çунтарса чир-чӗре, инкек-синкеке хамăртан хăваларăмăр, капăрлатнă лашасемпе ял урамӗсем тăрăх катаччи те чупрăмăр.Уяв çав тери илемлӗ те савăнăçлă иртрӗ.