Елчӗкри вăтам шкулти 5-мӗш кадет класӗнче вӗренекенсем шкулти музейра

Чăваш чĕлхине вĕрентес, аталантарас тата сыхласа хăварас тесе, çитĕнекен ăрăва чăваш йăли-йĕркисемпе, культурипе паллаштарас тесе пирĕн Елчӗкри вăтам шкулта нумай ĕç туса ирттереççĕ. Шкулсенче музейсем ӗҫлени ӳсекен ӑрушӑн ҫав тери усӑллӑ. Унта чӑвашсен йăли-йӗркипе, культурипе, историйӗпе паллашма пулать-ҫке-ха. Ачаранах тӑван халӑх пуянлӑхне туйса ӳснине мӗн ҫиттӗр?

Елчӗк шкулӗнче 5-мӗш кадет класӗнче вӗренекенсем шкулти музея, унтах вырнаҫнӑскере, ҫитсе курнӑ.

Класс ертӱçи пиллӗкмӗшсене чӑвашсен наци тумӗсем пирки, хӗрарӑмсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсем ҫинчен (хушпу, тухья) каласа кӑтартнӑ, пурте пӗрле ҫӑпата сырса пӑхнӑ.

Ахаль чухне музейсенче ачасене кӑна мар, аслисене нихӑш хатӗр-хӗтӗре те алӑпа тыттармаҫҫӗ. Кунта вара, шкулти музейра, ачасем йӑлтах тытса пӑхнӑ.