Тăвайккинчен ярăнни

   Хĕллене   кĕçĕн ÿсĕмри ачасем питĕ кăмăллаççĕ. Кăмăл туличчен йĕлтĕрпе е конькипе ярăнма, юлташсемпе пĕрле юр кĕлетке ăсталама, юр чăмаккисемпе перкелешсе выляма пулать. Тăвайккинчен ярăнни мĕнле хаваслăх кÿрет!. Уроксем хыççăн Таяпа Энтринчи шкулта кĕçĕн классенче вĕренекенсем çывăхри çырмана ярăнма кайрĕç. Çула май вĕсем хĕллехи çут çанталăка сăнарĕç, пилеш тĕмĕ çинче хĕрлĕ çырлапа хăналанакан уйăпсене курса киленчĕç, çырма çыранĕсенчи юр хулăнăшне танлаштарчĕç, таврари сасăсене итлерĕç. Çырма çыранĕнчи тăвайккинчен ярăнма ачасене  питĕ  килĕшрĕ. Пĕчченшерĕн те, икшерĕн те, ушкăнпа та ларса аялалла вĕçтерме аван-çке. Çÿлелле çунашкасене туртса хăпарма пĕр - пĕрне пулăшса хавхалантарчĕç. Хĕл пĕтиччен ачасем ку вырăна тепĕр хут килме калаçса татăлчĕç.