Елчĕкри вăтам шкулта И.Я.Яковлевăн «Чăваш халăхне» чун халалĕ тăрăх вулав урокĕ иртрĕ

И.Я.Яковлев пĕтĕм чун хавалĕпе, шухăш- кăмăлĕпе чăваш чунĕллĕ çын пулнă. Ҫавăнпа та, ватăлса вилсессĕн те, халăх йăлипе, пурнăç тăршшĕпе çĕкленĕ ĕçшĕн хăйне тав туса асăнасса шаннă. Халăхра: «Пиллесессĕн пин пулнă, пиллемесен кĕл юлнă», - тенине асра тытса Чун халалĕ – пехил çырса хăварнă вăл. Чăваш халăхне чунран юратни, унран хаклине урăх никам та курманнине пĕлтерет ку.

Ака уйăхĕн 26 – мĕшĕнче Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем хушшинче те И.Я.Яковлевăн «Чăваш халăхне» чун халалĕ тăрăх вулав урокĕ иртрĕ. Вулава 5-10 класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Чи çамрăк ăста вулавçă ята 6 класра вĕренекен Сайкина В. Малти вырăнсене йышăннисене вара Мухтав хучĕсем парса хавхалантарчĕç.

            И.Я.Яковлев вĕрентĕвĕ вилĕмсĕр. Унăн «Чăваш халăхне» чун халалĕ пирĕншĕн пурнăç кĕнеки пулса тăчĕ. Вăл ĕмĕр-ĕмĕр тăван халăха, тăван çĕр-шыва юратма, уншăн пĕтĕм чун-чĕре хавалне пама хистесе тăрать. Пире, çамрăксене, ăс парать, лайăх ĕмĕтпе пурăнма вĕрентет, малашлăхра ырă çитĕнӱсем тума хавхалантарать.